Ятарлă çар операцийĕ
Вăраха пит тăсăлчĕ.
Хăй тавра халь тĕрлĕ наци
Çирĕп вăйне пуçтарчĕ.
Ирхине те каçхине
Халăх Турра кĕл тăвать.
Кашни çыннăн чĕрине
Йывăр шухăш сăнчăрлать.
Хуллен вăхăт иртнине
Чун-чĕре анчах туять.
Анлă пурнăç çул-йĕрне
Хуйхă-суйхă пусмăрлать.
Пулăшу кÿме васкать
Кашни çын салтаксене.
Тĕрлĕ майлă пулăшать
Хĕрхенмесĕр нухратне.
Халăх тетелне çыхать
Тупса, паллах, вăхăтне.
Çуртине те ăсталать
Кÿме шанчăк, ăшшине.
Шкул ачи алне тăсать
Паттăрсене пулăшма.
Шухăш-кăмăл пăтранать,
Çитет пулĕ çапăçма...
Волонтер çула тухать,
Уямасть кунне-çĕрне.
Çыхăну тачă тытать,
Пуçтарать мĕн кирлине.
Курманни çеç ăнланмасть
Вĕсен йывăр пурнăçне.
Çывăх çынни кăтартмасть
Чĕри хытă çуннине.
Чи пахи — вăй-хал тапать
Усала йăлт кăклама.
Хăватне пĕрле туптать
Туслăх вăйне кăтартма.
Кашни этем тăрăшать
Тăван çĕре упрама,
Туслăхра чăмăртанать
Çĕнтерĕве çывхартма.
Вăрмар поселокĕ
