IMG 6546Çуллахи пĕрремĕш кун йăлана кĕнĕ йĕркепе Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăваççĕ. Çак уяв ачасене те, вĕсен ашшĕ-амă­шĕсене те пулăшупа тĕрев яланах кирлине аса илтерет.

Раççейре 2025 çултанпа «Çемье» наци проекчĕ пурнăç­ланать. Унăн тĕллевĕсем ачасемпе ашшĕ-амăшĕсене, çав шутра нумай ачаллă çемьесене пулăшассипе, çĕршывра пурăнакансен репродуктивлă сывлăхне çирĕплетессипе çыхăннă. Проект шайĕн­че пурнăçланакан мерăсем хушшинче — пĕрлехи пособи, амăшĕн капиталĕ, çемье ипотеки. Çавăн пекех проект шутне медицина учрежденийĕсене /перинаталь центрĕсене, ача-пăча больницисене, поликлиникăсене\ çĕнетмелли тата ачаллă çемьесене валли инфратытăма аталантармалли пуçарусем кĕреççĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Раççейри наци проекчĕсем ачаллă çемьесен интересĕсемшĕн ĕçленине палăртнă.

Çулсеренхи пекех Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун ячĕпе Вăрмар поселокĕнчи тĕп площадьре савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Кунта поселокра тата ялсенче пурăнакан ачасем хăйсен ашшĕ-амă­шĕсемпе, воспитателĕсемпе, вĕрентекенĕсемпе йышлăн пухăнчĕç. Уяв ячĕпе вĕсене Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлă­хĕн пĕрремĕш заместителĕ — организаципе контроль тата кадрсен ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Олег Кошельков, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Сергей Павлов, Чăваш Рес­публикинчи ачасен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен уполномоченнăйĕн Вăрмар муниципаллă округĕнчи пулăшуçи Ирина Алексеева ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, телейлĕ ачалăх, пурнăçра çитĕнÿсем тума, çуллахи каникула тухăçлă та интереслĕ ирттерме сунчĕç, хăрушсăрлăх правилисене яланах пăхăнмаллине, ашшĕ-амăшĕн сăмахне итлемеллине асăрхаттарчĕç. Çĕршывра, çав шутра Вăрмар округĕнче те, ачасен тĕрлĕ енлĕ аталанăвне пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕç.IMG 6671

Унтан уяв концерчĕ пулчĕ. Площадьре хаваслă юрă-кĕвĕ янăрарĕ, сцена çине капăр тумланнă чи пултаруллă та маттур ачасем — ача-пăча сачĕсен воспитанникĕсем, шкул ачисем — тухса юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç. Вĕсемпе пĕрле куракансем те ташламасăр чăтаймарĕç, çамрăк артистсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç.

Мероприятинче ачасем патшалăх автоинспекци­йĕн сотрудникĕсем пулăшнипе çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене аса илчĕç, 39-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн техникипе çывăхрах паллашрĕç. Çăлтăрпа зарядка ирттерсе вăй пухрĕç вĕсем, асфальт çинче ÿкерессипе конкурса, декоративлă прикладной искусство енĕпе мастер-классене хутшăнчĕç. Вăйă программисем пулчĕç, аниматорсем хаваслă вăйăсем ирттерчĕç. Пĕрре­мĕш­сен юхăмĕн, Ачалăх навигаторĕсен активисчĕсем, Ачасен обществăлла канашĕн членĕсем йĕркеленĕ вăйă прог­рамми кашнин кăмăлне кайрĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, ачасен уявĕ питĕ интереслĕ иртрĕ, кашнин чунне савăнăçпа тултарчĕ. Çавăн пекех пĕр ача та пылак парнесĕр юлмарĕ çак çуллахи ăшă та манăçми кун. Ачалăхĕ телейлĕ, пуласлăхĕ çутă пултăр вĕсен — пирĕн тĕпренчĕксен!

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика