anneИртнĕ кунсенче пĕтĕм çĕршывĕпех Амăшĕн кунне паллă турăмăр. Уяв умĕн Чăваш Республикинчи Правительство çурчĕн купол залĕнче ашшĕ-­амăшĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа, ăшă туйăмпа, çирĕп тĕллевпе пурнăçлакан, çемье тăнăçлăхне тытса пыракан мăшăрсене, çавăн пекех кил ăшшине упракан, ачисене тĕрĕс воспитани парса çитĕнтерессишĕн вăй-халне шеллемен амăшĕсене хисеплесе чысланă.

Кăçал, РФ Президенчĕн Хушă­вĕпе килĕшÿллĕн, Чăваш Респуб­ликинче пурăнакан, тăватă тата ытларах ача çуратса воспитани панă виçĕ мăшăра «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медалĕпе наградăлама, нумай ачаллă сакăр хĕрарăма ачисене тивĕçлĕ воспитани панăшăн Чăваш Республикин амăшĕн мухтавĕн «Анне» паллипе палăртма йышăннă. Хисеплĕ наградăсене вĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн О.Николаевăн аллинчен илнĕ.

«Анне» паллăна тивĕçнĕ хĕрарăмсем хушшинче пирĕн ентеш те пур. Ку вăл Вăрмар районĕнчи Çитмĕш ялĕнче пурăнакан 78 çулхи Елена Ивановна Павлова /сăнÿкерчĕк çинче/. Елена Ивановна — ĕç ветеранĕ, бухгалтер специальноçне алла илнĕскер нумай çул суту-илÿ тытăмĕнче вăй хунă, çавăн пекех вунă çул Çитмĕш клубĕн заведующийĕнче те ĕçленĕ. Пĕтĕмĕш­ле ĕç стажĕ унăн 37 çулпа танлашать. Кирек ăçта ĕçлесен те явап­лăхпа, тăрăшулăхпа палăрса тăнă. Сăмахран, культура тытăмĕнче вăй хунă çулсенче клубра яланах тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ, ял çыннисене хутшăнтарса концертсем, спектакльсем йĕркеленĕ.

Елена Ивановнăпа унăн мăшăрĕ Григорий Павлович çирĕп, пуриншĕн те ырă тĕслĕхлĕ çемье çавăрса ачисене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерессишĕн, ура çине тăма пулăшассишĕн чун-чĕререн тăрăшса пурнăç çулĕ тăрăх туслăн та пĕршухăшлăн утăмланă. /Питех те шел, 2021 çулта Григорий Павлович çак тĕнчерен уйрăлса кайнă\. Вĕсем тăрăшни сая кайман: ултă ачи те пурте ятлă-сумлă, хисеплĕ çынсем, кашни хăйĕн çемйипе пурăнать.

Аслă хĕрĕ Альбина Григорьевна И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ăс пухнă, М.Н.Юхма ячĕллĕ Çĕнĕ Кинчерти тĕп шкул директорĕнче вăй хурать. Тепĕр хĕрĕ, Ираида, Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухнă, хальхи вăхăтра ватă çынсене пулăшу кÿрес енĕпе ĕçлет. Ывăлĕ Юрий инженерлă аслă пĕлÿ илнĕ, тепĕр икĕ ывăлĕ — Михаил тата Иван — профессиллĕ вăтам пĕлÿллĕ. Виççĕшĕ те вĕсем нефть кăларакан «Быстринскнефть» управленин «Сургутнефтегаз» ПАО ты­тăмĕнче тăрăшаççĕ. Сăмаха май, Юрий Григорьевич кăçал «Раççей Федерацийĕн нефть тата газ промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçче­нĕ» ята тивĕçнĕ. Хĕрĕ Надежда вара Хусанти патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă, уйрăм çын предприниматель пулса ĕçлет.

Ачисемпе, мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнса, мăнаçланса пурăнать Елена Ивановна, вĕсем те ăна чун-чĕререн юратаççĕ, хисеп­леççĕ. Елена Ивановна вĕсемшĕн — пурнăçри чи çывăх çын, кун-çул сукмакĕ çинче тĕрĕс çул кăтартса пыраканĕ. Ырă кăмăллă, сăпайлă, тирпейлĕ, ĕçчен, тивĕçлĕ канура пулин те ял тăрăхĕн, районăн обществăлла ĕçĕсене активлă хутшăнакан хĕрарăм чăннипех те хисепе тивĕçлĕ.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика