
Ятарлă çар операцийĕн участникĕсене пулăшассине патшалăх яланах мала хурать. Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев йăлана кĕнĕ йĕркепе çак кунсенче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Хăйне хумхантаракан ыйтупа консультаци илме ятарлă çар операцийĕн участникĕ Николай Сапаркин та йышăнăва пынă. Вăл тăван тăрăха кĕске отпуска килнĕ.
Ятарлă çар операцийĕн участникĕ çар ипотекине илес йĕрке пирки кăсăкланнă. Василий Викторович патшалăх пулăшăвĕн механизмĕ çинчен тĕплĕн ăнлантарнă, администраци ĕçĕ-хĕлĕнче Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен ыйтăвĕсене татса парасси малта тăнине палăртнă.
Надежда ШИШКИНА
