Ачасене çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене мĕн пĕчĕкрен вĕрентни вĕсен пурнăçне тата сывлăхне упраса хăварма пулăшать. Ку саманта Вăрмар поселокĕнчи 2 -мĕш номерлĕ «Колосок» ача-пăча садĕнче те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ахальтен мар «Колосок» рес­публикăри ача-пăча сачĕсем хушшинче иртнĕ «Çул-йĕр çинче курăн!» конкурсра 2-мĕш вырăна тухнă. Конкурс октябрĕн 1-23-мĕшĕсенче иртнĕ тата пурне те çул çинче, уйрăмах тĕттĕм вăхăтра, ыттисемшĕн курăнмаллине, паллă пулмаллине аса илтернĕ. Ачасене çул çинче хÿтĕлеме пулăшакан ансат хатĕр вара — çутатакан элементсем. Вĕсемпе пурин те усă курмалла.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика