Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ял хуçалăх çулталăкне пĕтĕмлетсе савăнăçлă церемони иртнĕ. Ку мероприяти республикăри агропромышленноç комплексĕн 2026 çулхи тĕп çитĕнĕвĕсене презентацилекен площадка пулса тăчĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев участниксем умĕнче калаçнă май Чăваш Республикин агропромышленноç комплексĕ республикăн продовольстви хăрушсăрлăхĕпе экономикишĕн, ял территорийĕсен ăнăçлăхĕшĕн стратеги пĕлтерĕшлĕ отрасль пулнине палăртнă.

Агропромышленноç комплексĕнчи ĕç кăтартă­вĕсемпе ЧР ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев тĕплĕ паллаштарнă. Вăл 2026 çул çăмăл пулманнине палăртрĕ: çумăрлă çулла, топливăпа çыхăннă йывăрлăхсем, эпизоотипе çыхăннă лару-тăру, сĕт тата тырă хакĕсем йÿнелни. «Республика Правительстви вăхăтра тунă йышăнăвĕсем, патшалăх енчен пулăшса тăни, паллах, пирĕн аграрисен чун-чĕререн тăрăшса ĕçлени — пурте пĕрле пысăк йывăрлăхсене парăнтарса тивĕçлĕ кăтартусем тума май пачĕ», - тенĕ Андрей Макушев.

Республикăра пĕтĕмĕшле 800 пин тонна тырă пухса илнĕ, тĕш-тырă культурисен тухăçлăхĕ гектар пуçне 33 центнерпа танлашнă. Çу культурисене пухса илесси икĕ хут ÿснĕ.

Çĕрулми тухăçĕпе республика яланхиллех çÿллĕ шайра. Атăлçи федераллă округра çĕрулми туса илессипе республика калăпăшсемпе 3-мĕш вырăнта. Прогнозпа выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те кăçал аш-какай, сĕт, çăмарта производствипе рекордлă кăтартусем пулаççĕ. Сĕт производстви те ÿсет: хăш-пĕр хуçалăхсенче продуктивлăх республикăри вăтам кăтартусенчен икĕ хут та ирттерет. «ЧебоМилк» тулли мар яваплă обществăри «Синица» ятлă ĕне — ре­корд­смен, çулталăкра 17 635 кг сĕт суса илнĕ унран.

Республикăри агропромышленноç комплексĕнче вăй хуракан апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленноç предприятийĕсем 9 пин ытла тĕрлĕ продукци туса хатĕрлеççĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан производствăна 10 процент ытла ÿстернĕ.

«Апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленноç предприятийĕсен ĕç кăтартăвĕсене «Ылтăн кĕркунне» куравра тивĕçлĕ кăтартнă. Куравра Чăваш Енре туса кăларакан продукци пахалăхлă пулнине çирĕп­летекен нумай наградăна тивĕçнĕ пирĕн республика. Ĕç тухăçлăхне, эффективлăха ÿстермелли çул-йĕр малалла та тăсăлĕ. Пур апат-çимĕç организацийĕ те тăтăшах модернизациленет. Унсăр пуçне çĕнĕ производство хăвачĕсем вăя кĕреççĕ», - палăртнă Андрей Макушев.

Республикăн агропромышленноç комплексĕн паянхи сăн-сăпатне йĕркелекен хăйне евĕрлĕ çĕнĕ брендсем тухни паллă пулăм пулса тăчĕ: «Чувашский сидр», «Чувашский сыр», «Ягоды Чувашии». Ку проектсем ял территорийĕсен аталанăвĕнчи çĕнĕ ÿсĕм вырăнĕсем пулма тивĕçлĕ.

Республикăн ял хуçалăхĕ инвестици тĕлĕшĕнчен илĕртÿллĕ шутланать. 2026 çулхи тĕп проектсен шутĕнче — республикăра 5400 ĕне кĕтĕвĕн пĕрремĕш Мега-Фермин строительстви, «Мега ЮРМА», «ППЗ «Канашский», «Моргаушская» предприятисенчи чăх-чĕп витисене модернизацилесси, çĕнĕ ĕне фермисен строительстви.

Пĕтĕмлетÿ тунă май, Андрей Макушев отрасль аталанăвĕнче патшалăх пулăшăвĕн пĕлтерĕшĕ тĕп вырăн йышăннине палăртнă, ял хуçалăх ĕçченĕсене тăрăшса ĕçленĕшĕн тав тунă. «Çутçанталăк пирĕн çирĕплĕхе тĕрĕсленĕ чухнехи чăтăмлăхăршăн, ăруран ăрăва куçарса пыракан ăсталăхăршăн, ĕçе юратнăшăн тавах сире. Эсир пирĕн тăрăха чĕрĕлĕх кÿретĕр, вăй хушатăр. Тайма пуç сире ĕçĕршĕн!» - тенĕ министр.

Ял хуçалăх тата апат-çимĕç тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе театрта Чăваш Енри агропромышленноç комплексĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштаракан курав ĕçленĕ. Унта хăмла тата тĕрлĕ ÿсентăран ÿстерессипе, выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерессипе, паянхи йышши технологисемпе ĕçленине кăтартнă.

Вăрмар муниципаллă округĕн делегацийĕ те хутшăннă çак мероприятие, куравпа паллашнă.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика