Энĕшпуç ялĕнче çынсем кĕтнĕ пысăк ĕç пурнăçланнă — Тĕп урамри çул-йĕр юсавĕ вĕçленнĕ. 530 метр тăршшĕ çула асфальт сарса якатнă, çул сарлакăшĕ — 3,5 метр.
Пĕлтерĕшлĕ проекта «Ниме — Халăх бюджечĕ» программа шайĕнче пурнăçланă. Ĕçсен хакĕ 3 миллион ытла тенкĕпе танлашнă. Çул-йĕре юсама «Макаров А.Н.» тулли мар яваплă общество ĕçченĕсене шанса панă.
Малашне Тĕп урам тăрăх автомашинăпа чупма хăтлă та хăрушсăр пулĕ.
