P

Вăрмар округĕн делегацийĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăва итлеме хутшăннă

 

Василий ШИГИЛЬДЕЕВ, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ:

«Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăва тимлĕн итлерĕм. Вăл юлашки ултă çул хушшинче пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетрĕ тата регион аталанăвĕн малашнехи планне палăртрĕ.

Олег Алексеевич сăмахне чи пĕлтерĕшлинчен — пирĕн пĕрлĕхрен — пуçларĕ. Раççей Президенчĕ кăçалхи çула Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ тесе йышăннипе республикăра вун-вун пысăк ĕç пурнăçланать. Эпир пĕрле чухне нимĕнле йывăрлăхран та хăрама кирлĕ мар. Пирĕн пуласлăх — ачасем тата аслă ăру çыннисем çинчен те калаçу чылая пычĕ. Умра виçĕ тĕп задача — ача çураласлăхне ÿстересси, çамрăксене Чă­ваш Енре пурăнма илĕртесси, активлă вăрăм ĕмĕр. «Пирĕн тĕллев — нумай ача çуратса ÿстерессине чăн-чăн йăлана куçарасси. Кун валли демографи сферинче компетенцисен Центрне йĕркеленĕ», — палăртрĕ Олег Алексеевич.

Спортри пуçарусем уйрăмах савăнтарчĕç. 2027 çулта çăмăл атлетика манежĕн строительстви пуçланмалла. «Спорт — шкула» проект ача-пăча спортне çĕнĕ хăват кÿрĕ. «Самбо — шкула», «Биатлон — шкула» тата «Çăмăл атлетика — шкула» проектсем малалла ĕçлĕç.

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшасси те унчченхи пекех малта тăрать. Регионта 46 пулăшу мери пурнăçланать.

Çыру вĕçĕнче Олег Николаев Чăваш Енри Хĕрарăмсен Союзĕн «Ял управçи» проекчĕ пирки каларĕ. Пуласлăха хамăрăн çĕр çинчех йĕркелесси тата хамăрăн вырăна ялтах тупма майсем курасси — проекта çак шухăша халалланă. Шкул ачисене тĕрлĕ профессисен представителĕсемпе тĕл пултарма программа хатĕрлемелле. Тĕлпулусем уйрăм çутĕç проекчĕсен шайĕнче хăюлăх урокĕсенче иртмелле.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Çырăвĕ — çÿллĕ трибунăран каланă ахаль сăмахсем мар. Вăл мĕн ĕçлемеллин тÿрĕ планĕ, ăна эпир пурнăçлатпăрах. Малалла ĕçлĕпĕр».

 

Александр КУЗНЕЦОВ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ:

«Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе паллаштарнине эпĕ кашнинчех итлетĕп. Ку вăл регионшăн тата кунта пурăнакан çынсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Кăçал вара Олег Николаев каланă сăмахсене уйрăмах тимлĕн итлесе ăса хыврăм, мĕншĕн тесен халăх суйланипе эпĕ кăçал депутат пулма тивĕçрĕм. Çак статус пысăк яваплăхлă пулма ыйтнине яланах асра тытатăп. Олег Алексеевич хăйĕн Çырăвĕнче кăçалхи сентябрь уйăхĕнче пулнă РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин тăххăрмĕш созывĕн депутачĕсен суйлавне тата ЧР Патшалăх Канашĕн саккăрмĕш созыври депутачĕсен суйлавне политикăри пысăк та паллă пулăм тесе каларĕ, Чăваш Ен халăхне пурнăçри активлă позицишĕн тав турĕ, депутатсене çынсен шанăçне тÿрре кăлармаллине асăрхаттарчĕ, пĕрлĕх­ре эпир регион аталанăвĕн малашнехи çул-йĕрне палăртатпăр терĕ. Паллах, эпир вăл каланине, унăн хушăвĕсене девиз вырăнне хурса тăван республикăн тăнăçлăхĕшĕн тата халăх ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшăпăр.

Çырура уççăн палăракан тĕп шăнăр - тăван çĕре юратни, несĕлĕмĕрсен йăлисене упраса пуласлăхалла ăнтăлни, пирĕн тымарсем пĕрлĕхре çирĕп пулни. Чăнах та, шăпах пат­риотлăх туйăмĕ республика пурнăçĕн кашни сферинче — спорт-и вăл е сывлăх сыхлавĕ, строительство е экологи — çитĕнÿллĕ ĕçлеме хистет. Пурнăçланă ĕçсем курăмлă пулнине цифрăсем çирĕплетеççĕ, вĕсем çинче Олег Алексе­евич тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Пуласлăх тĕллевĕсем те хăюллă, яланхи пекех пĕр чăмăрта пулсан вĕсене пурнăçлатпăрах».

 

Александр КРАСНОВ, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ:

«Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă черетлĕ Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе Çырура региона аталантарас çул-йĕре палăрт­нă, пурнăçа кĕртнĕ ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, малашлăх тĕллевĕсене уçăмлатнă. Культурăпа спорт аталанăвне тата социаллă сферăна пысăк тимлĕх уйăрни савăнтарчĕ.

Пирĕн республикăра юлашки çулсенче спорт аталанăвĕ пысăк утăмсемпе малалла пырать. 2026 çулта кăна регионта ирттернĕ масштаблă спорт мероприятийĕсем тĕнчипех кĕрлерĕç. Унсăр пуçне пысăк спорт объекчĕсен строительствисем пурнăçланаççĕ. 2025 çулхи даннăйсем тăрăх, рес­публикăра пурăнакан 705 пин çынна спорта явăçтарнă, ку цифрăпа регион Атăлçире 2-мĕш вырăна тухнă. ГТО нормативĕсене пурнăçлассипе вара Атăлçире 1-мĕш, çĕршывра 3-мĕш пулнă. Вăрмар округĕнче те ГТО комплексне активлă аталантаратпăр, фестивальсем иртттеретпĕр, ачасем те, аслă ÿсĕмрисем те, коллективсем те унта хаваспах хутшăнаççĕ».

 

Игорь ЯКОВЛЕВ, Энтриялĕнчи территори пайĕн начальникĕ:

«Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне официаллă документпа — Çырупа тухрĕ. Вăл республикăра пулса иртекен улшăнусене, çĕнĕлĕхсене пĕтĕмлетсе халăх патне туллин илсе çитерме май парать. Халăха чи хумхантараканни, паллах, сывлăх. Çавна май медицина умĕнче тăракан тĕллевсене те уçăмлатрĕ Респуб­лика Пуçлăхĕ. «Сывлăх сыхлавне чăн мар ăс-хакăл сервисĕсене ытларах кĕртмелле. «Макс» мессенджер пулăшăвĕпе Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ пекех усă курма май пултăр», - терĕ Олег Николаев.

Кун пек туни медиксен ĕçне çăмăллатĕ, пациентсене вара медицина пулăшăвĕ илме меллĕрех пулĕ. Пирĕн Вăрмар тăрăхĕнче те çĕнĕ йышши сывату корпусĕн строительстви пырать. Çавна май пирĕн тăрăхра та медицина пахалăхĕн шайĕ çÿллĕрех картлашка çине хăпарасса шанса тăратпăр».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика