Çул хыççăн çул иртет. 2026 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче эпир историри пысăк пĕлтерĕшлĕ датăна паллă турăмăр — Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен строительствине пуçланăранпа 85 çул çитрĕ.
Çак кун тĕлне Вăрмар округĕнче тĕрлĕ мероприятисем, тĕлпулусем, калаçусем иртнĕ. Округри культура çурчĕсен ĕçченĕсенчен чылайăшĕ вара шкул ачисемпе, ял-йышпа Куславкка округĕнчи Куснар ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă, Совет Союзĕн çыннисен Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнчи ĕç паттăрлăхне халалланă «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» Мемориала çитсе килсе пуç тайнă.
Вăтакассем те ялти культура çурчĕн культорганизаторĕ Петр Петров йĕркеленипе «Чĕмсĕр Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен строителĕсен паттăр ĕçĕ пирĕн асăмăрта» мероприяти ирттернĕ. Вĕсем йышпа Мемориалта пулса курнă, Ĕмĕр сÿнми çулăм умне чечексем хунă, хÿтĕлев чиккисен строительствине хастар хутшăннă ентешсене — вăтакассене — аса илнĕ. Бригадир пулса Анна Алексеева /Прокопьева\ тăрăшнă. Унăн ятне ытти чи активлă строительсен ячĕсемпе пĕрле Мемориалти музей списокне кĕртнĕ.
Мероприятие Ольга Ванеркина та хутшăннă, вăл вăрçă вăхăтĕнчи çав пулăмсене хăй куçĕпе курнă, чикĕсене чавнă амăшĕ патне пынине, апат-çимĕç илсе килсе панине астăвать.
Вăтакассем Мемориалта пулнă май Вăрмар округĕнчи ытти ялсенчен килнĕ çынсемпе те тĕл пулса калаçнă. Сăмахран, энĕшпуçсемпе. Энĕшпуçĕнчи культура çурчĕн заведующийĕ Екатерина Юсупова тата культорганизаторĕ Татьяна Михайлова Мемориала клуб çумĕнчи кружоксене çÿрекен шкул ачисемпе пĕрле килсе вĕсене валли экскурси ирттернĕ.
Ачасене Мемориал комплексне мĕнле уçни, Чăваш Енри тыл ĕçченĕсем хăйсене шеллемесĕр Çĕнтерĕве туптани, хÿтĕлев чиккисене чавни çинчен каласа панă. Хÿтĕлев чиккисене 1941 çулта фашистсем Мускав хули патне çывхарма тытăнсан тума пуçланă. Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене чавакансем 380 çухрăм окоп чавнă, çакна халалласа Мемориал комплексĕнче те кашни вунă çухрăм пуçне пĕр стела вырнаçтарнă, пурĕ вĕсем 38. Стелăсем умне çĕр чăмăрне сăнлакан тимĕртен тунă пысăк шар лартнă. Çавăн пекех республикăри кашни районпа хула ячĕпе гранитран тунă 21 стела вырнаçтарнă.
Ачасем тыл ĕçченĕсем хÿтĕлев чиккисене çав тери йывăр условисенче, хĕллехи шартлама сивĕре чавнине пĕлнĕ, совет халăхĕн çирĕплĕхĕнчен тĕлĕннĕ, Мемориалти музея кĕрсе курнă, унти экспонатсемпе паллашнă, Ĕмĕр сÿнми çулăм умне чечексем хунă. Мероприяти çамрăксене патриотла воспитани парас тата историри паллă пулăмсене астăвăмра хăварас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă.
Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ
