IMG 1068

Вăрмар округĕнче Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕн кунне паллă турĕç.

Савăнăçлă мероприяти Вăрмарти Культура çуртĕнче иртрĕ. Унта ял хуçалăх предприятийĕсен руководителĕсем, хресчен-фермер хуçалăхĕсен, уйрăм хушма хуçалăхсен пуçлăхĕсем, производствăра малта пыракансем, ял хуçалăх отраслĕн ветеранĕсем, территори пайĕсен начальникĕсем, Вăрмар округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем тата ыттисем те пулчĕç.

Уява хатĕрленсе культура çуртĕнчи фойере ял тăрăхĕсем кĕр парнисен, ал ĕç ăстисем тунă япаласен, Вăрмарти тĕп библиотека вара кĕнекесен куравне йĕркеленĕ.

Мероприяти çĕр ĕçченĕсен гимнне — «Алран кайми» юрра пурте ура çине тăрса итленинчен пуçланчĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — экономикăпа ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Ирина Ямукова округри ял хуçалăх ĕçĕнчи кăçалхи кăтартусемпе паллаштарчĕ. Çанталăк пăтăрмахĕсене пăхмасăрах ял хуçалăх ĕçченĕсем кăçал çитĕнÿллĕ вăй хунă.

Пухăннисене уявпа Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, АПК ветеранĕ Нинель Дмитриева саламларĕç. Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность пирĕн çĕршыв экономикин хăрушсăрлăхĕн никĕсĕ пулнине, çак отрасльте тăрăшакансем пысăк хисепе тивĕçнине палăртрĕç, вĕсене чĕререн тав турĕç.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе лайăх кăтартусемпе палăрнă хуçалăхсен руководителĕсене, чи тăрăшуллă механизаторсене, комбайнерсене, ветеринарсене тата ытти ĕçченсене тĕрлĕ наградăсемпе хисеплерĕç, «Ялта чи лайăххисем — 2026» пултарулăх конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысларĕç.

Мероприятие Вăрмар артисчĕсен савăнăçлă концерчĕ илем кÿчĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика