
Ноябрĕн 4-мĕшĕнче Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне паллă турăмăр. Çак уяв пире Раççей çĕрĕ - тĕрлĕ халăх çыннин тăван килĕ пулнине тепĕр хутчен аса илтерет.
Чăваш Енре çак уяв кунĕ хăйне евĕрлĕ иртрĕ: республикăра пурăнакансем кирлĕ вăхăтра пулăшма хатĕррине черетлĕ хутчен çирĕплетсе пачĕç, ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăна 102-мĕш гуманитари пулăшăвĕ ăсатрĕç. Гуманитари пулăшăвне икĕ çар чаçне тата çар госпитальне илсе çитернĕ ĕнтĕ. «Шăпах та Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне эпир Чăваш Енрен 102-мĕш гуманитари тиевĕ ăсатрăмăр. Эпир хамăрăн салтаксене пулăшу кÿни нихăçан та ахаль сăмахсем кăна мар пулнине çирĕплетекен пулăм ку. Çак пулăшăва пухма хутшăннă кашни çынна пысăк тав! Пурте пĕрле пĕчĕккинчен пуçласа аслисем таранах эпир пĕр команда пулса Çĕнтерĕве çывхартатпăр. Передовойĕнчи салтаксен кашнин вĕсене килĕсенче кĕтнине, вĕсене кашни кунах ас туса тăнине, пулăшнине туйса тăмалла», - палăртнă ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев.
44 куб хăма, 200 матрас, 5 тонна гигиена хатĕрĕсем, маскировка сеткисем, апат-çимĕç, УАЗ автомобиль, пончо-плащсем, çын ăшшине хуплакан утиялсемпе тентсем. Кашни техника, кашни курупка — пирĕн хÿтĕлевçĕсене тата мирлĕ çынсене чун-чĕререн пулăшас кăмăллă пулнине çирĕплетекенĕсем. Ку ахаль япаласем кăна мар, çынсен пĕрлехи чĕре ăшшийĕ.
Конвой пулăшăвне пухас ĕçре Чăваш Енри «ПĔРЛЕ» аталану фончĕ, «Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕ» обществăлла организаци, «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» хĕрарăмсен юхăмĕ, «Фито-Лайн Садовый» ÿсентăрансен питомникĕ, «Красный партизан» колхоз, «74-мĕш штурм бригади», «Ырă ĕçсен фончĕ», «Шанчăклă тыл» волонтерсен пĕрлешĕвĕсем, предпринимательсем, Патăрьел, Элĕк, Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Шăмăршă, Комсомольски, Шупашкар муниципаллă округĕсенчи тата Шупашкар хулинчи ырă чунлă çынсем хутшăннă.
«Чăваш Енрен ăсатнă черетлĕ гуманитари тиевĕ — ку ахаль пулăшу кăна мар, халăх пĕрлĕхре пулнине çирĕплетекен чăн-чăн кăтарту. Пирĕн вăй — мăн асаттесен паттăрлăхне асра тытнинче тата çĕршывăн пуласлăхĕшĕн пурте пĕрле яваплă пулнинче. Гумпулăшу ăсатни Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕпе тата Хусанти Турă Амăшĕн турăшĕн кунĕпе пĕр килни уйрăмах символлă килсе тухрĕ. Кашни посылкăра — тăван кил ăшшин пайĕ. Салтаксемшĕн тăван тăрăхран çитекен хыпар, япала — вăй хушакан тата ĕненĕве çирĕплетекен пысăк тĕрев. Эпир пурте пирĕн хÿтĕлевçĕсемшĕн кĕлĕ вулатпăр», - тенĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн хĕрарăмсен юхăмĕ» проектăн Чăваш Енри обществăлла канашĕн председателĕ Наталия Партасова.
Пĕчĕк ялтан пуçласа республикăн тĕп хули таранчченех пĕрле пĕр ĕçе пуçтарăнса хутшăнни чăваш çĕрĕ вăйлă, ырă кăмăллă пулнине çирĕплетет.
Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне Мăнçырмари культура çуртĕнче «Халăхсен пĕрлĕхĕнче — вăй» информаци сехечĕ /ÿкерчĕкре\ иртнĕ. Культура ĕçченĕсем пухăннисене 1612 çулхи пулăмсем пирки аса илтернĕ, ун чухне Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынă халăх ополченийĕ Мускава Польша интервенчĕсенчен хăтарнă. Калаçу истори факчĕсемпе кăна çыхăнса тăман. Пирĕн нумай нациллĕ çĕршывра килĕшÿпе пĕр-пĕрне пулăшасси — ахаль сăмахсем кăна мар, кашни регионăн тата ялăн ăнăçу никĕсĕ пулни — сÿтсе явмалли тĕп тема пулнă. Мероприяти вăхăтĕнче ял çыннисем кÿршĕсемпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса пурăнни çинчен калаçрĕç, çакна хăйсемпе çыхăннă тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç, халăхпа пĕрле пулсан хуть те мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме çăмăлрах пулнине палăртрĕç.
Пирĕн округри культура çурчĕсенче Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе тĕрлĕ мероприятисем иртнĕ. Ачасене те, аслă ÿсĕмрисене те явăçтарнă вĕсене.
Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ
