anikul

Кĕрхи каникулта Вăрмар округĕнчи Пĕрремĕшсем /Пĕрремĕшсен юхăмне активлă хутшăнакансем\ пушă вăхăта Вăрмарти ача-пăча библиотекинче питĕ лайăх та тухăçлă ирттерчĕç. Тĕлпулу ăшă та хăтлă лару-тăрура иртрĕ.

Мĕн турĕç-ха вĕсем? Пирĕн çĕршыв историйĕ­пе йăли-йĕрки çинчен викторина пулчĕ — темĕн тĕр­лĕ интереслĕ информаци пĕлтĕмĕр, викторина çĕнтерÿçине палăртрăмăр! Викторина авторĕ - Таня Степанова, Чулкасри вăтам шкулта вĕренекен, Пĕрремĕшсен юхăмĕн хастарĕ. Историпе çыхăннă ыйтусем хатĕрленĕ вăл, вĕсен хуравлама çăмăл мар, анчах питĕ интереслĕ пулчĕ! Викторинăна Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне халалланă. Унсăр пуçне сĕтелçи вăййисем те вылярăмăр.

Тĕлпулăва килнисем пурте питĕ маттур пулчĕç. Чи пĕлтерĕшли — ачасем мероприяти программина хăйсем хатĕрленĕ, вăл пурин кăмăлне те тивĕçтерчĕ.

Иван ГРАЧЕВ, «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» вырăнти уйрăмĕн председателĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика