I mesto

Çак кунсенче Вăрмар район администрацийĕн ларусен залĕнче «Эпир сывă пурнăç йĕркишĕн» темăпа район шайĕнчи ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Мероприятин тĕллевĕсем анлă: ку вăл ăслăлăхпа тĕпчев облаçĕнче, сăнавпа пултарулăх ĕçĕ-хĕлĕнче çамрăк ăрăвăн пĕлĕвне ÿстересси те, вĕсен экологи культурине аталантарасси тата позитивлă шухăшлама, йывăрлăхсене хирĕç тăма хăнăхтарасси те, ачасене сывă пурнăç йĕркипе туслаштарасси те.

Конференци ĕçне Вăрмар ра­йон администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ Н.Борисова тата Вăрмар район прокурорĕ Д.Александ­ров хутшăнчĕç. Жюри членĕсем хушшинче Вăрмар районĕнчи Ача-пăча пултарулăх çурчĕн методисчĕ Л.Ива­нова, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн информаципе методика центрĕн заведующийĕ Н.Хисамова тата методисчĕ Л.Ефимова, Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти биологипе экологи вĕрентекенĕ Н.Кузьмина, Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти биологипе экологи вĕрентекенĕ Т.Табакова пулчĕç.

Ăслăлăхпа тĕпчев ĕçĕсен хÿтĕлевĕ пуçланиччен пухăннисен умĕнче саламлă сăмахпа Вăрмар район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ Н.Борисова тухса калаçрĕ. Вăл асăннă конференци ĕçне Вăрмар районĕнчи наркотиксене хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комисси шучĕпе йĕркелеме май килнине каларĕ. Паянхи кун çамрăксем хушшинче сывă пурнăç йĕрки анлă сарăлса пынине, вĕсем унпа кăсăкланнине, спортпа тата физкультурăпа туслашма тăрăшнине палăртрĕ, конференцине хутшăнакансене çитĕнÿсемпе ăнăçлă ĕç-хĕл сунчĕ.

Унтан Надежда Анатольевна тата Вăрмар район прокурорĕ Д.Александров Чăваш Республикин прокуратурине 100 çул çитнĕ ятпа районта ирттернĕ пултарулăх ĕçĕсен конкурсĕн çĕнтерÿçисемпе призерĕсене дипломсемпе тата парнесемпе наградăларĕç. Конкурса çул çитмен ачасем право йĕр­кине пăснине чакарма, вĕсене саккуна хисеплеме хăнăхтарма, профориентаци ĕçне пурнăçлама, РФ тата ЧР прокуратура органĕсен авторитетне обществăра тытса тăма йĕркеленĕ. Унта районти вĕрентÿ учрежденийĕсенчи 41 вĕренекен тата 10 педагог «Ÿкерчĕк», «Плакат», «Эссе-сочинени», «Методика ĕçĕсемпе программăсем» номинацисенче хутшăннă. Денис Родионович конкурса тăратнă ĕçсем пурте интереслĕ тата хăйне евĕрлĕ пулнине палăртрĕ. Çакăн евĕр конкурссем ирттерни ачасемпе çамрăксен тавракурăмне, шухăшлавне ырă витĕм кÿнине каларĕ.

Малалла вара ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Конференцине хутшăнакансем тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç, хăйсен тĕпчевĕсене хатĕрленĕ май вĕсем пысăк та кăткăс ĕç туса ирттерни палăрчĕ. Компьютерпа телефон сывлăх çине мĕнле витĕм кÿреççĕ, алюминий тата апат-çимĕç продукчĕсем, кофе, чипсы усăллă-и, сывă апатлану правилисем, экологи тата çын сыв­лăхĕ, спорт — çамрăк тĕпчевçĕсем çак тата ытти ыйтусем çинче чарăнса тăчĕç, хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Вĕсен тавракурăмĕ анлă, пĕлĕвĕ çирĕп пулни куçкĕрет.

Н.САМИНОВА, районти Ача-пăча пултарулăх çурчĕн методисчĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика