Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть. Сывлăх сыхлавĕн отраслĕ малаллах аталанса пырать. Наци проекчĕсемпе регионти программăсем пурнăçланнипе, республика руководстви тăрăшнипе Чăваш Енре медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ лайăхланса пырать, халăх унпа туллин усă курма пултарать.
Вăрмар районĕнчи тĕп больница та аталану çул-йĕрĕнчен пăрăнмасть. Унăн историйĕ 1913 çулта пуçланнă, шăпах çав çул Арапуç ялĕнче районти пĕрремĕш сыватупа профилактика учрежденийĕ уçăлнă. 1926 çулта вара Вăрмар салинче Вăрмар район больницине йĕркелесе янă. Хальхи поликлиника çуртне 1995-1996 çулсенче хăпартса хута янă.
Вăхăт иртнĕçем кирек мĕнле çурт та кивелет, çавăнпа юсав ĕçĕсемсĕр май килмест паллах. Вăрмарти тĕп больницăн поликлиникинче те ЧР сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне модернизацилес Программа шайĕнче тĕп юсав ĕçĕсем пурнăçласа 2022 çулта вĕсене вĕçленĕ. Планпа килĕшÿллĕн, поликлиника çурчĕн алăкĕсене, чÿречисене улăштарнă, фасада юсанă, светильниксене улăштарнă, поликлиника умĕнчи территорине карталанă. Шалта та юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, канализаци пăрăхĕсене, хутса ăшăтмалли, электричество тытăмĕсене улăштарнă, сивĕ тата вĕри шыв илсе кĕрекен пăрăхсене çĕнетнĕ, стенасене, маччасене, урайне тĕпрен юсаса хăтлăх кĕртнĕ тата ытти те.
Вăрмар районĕнчи тĕп больница поликлиникăри оборудованипе сĕтел-пукана çĕнетессипе те малалла ĕçлет. Унта хальхи йышши çĕнĕ сĕтел-пукан илсе килнĕ. Больницăн тĕп врачĕ О.Волков пĕлтернĕ тăрăх, поликлиникăна çĕнĕ медицина сĕтел-пуканĕпе тивĕçтересси республика бюджетĕнчи тĕллевлĕ субсидисен шучĕпе пулнă. Пĕтĕм сĕтел-пуканăн регистраци удостоверенийĕ тата килĕшÿлĕх сертификачĕ пур.
Çак кунсенче Вăрмар муниципаллă округĕнче ĕçлĕ визитпа ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Степанов пулнă, вырăнти сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă ыйтусене хускатнă. Пациентсене медицина организацийĕсене леçме, медицина ĕçченĕсене пациентсем патне илсе çитерме Вăрмар районĕнчи тĕп больницăна 2 автомобиль уйăрса панине пĕлтернĕ вăл. Çавăн пекех ФАПсене 3 дефибрилляторпа, 3 электрокардиографпа тивĕçтернĕ. Регионти грант шучĕпе Шăхаль ялĕнче модульлĕ фельдшерпа акушер пунктне хăпартса хута янă.
Малашлăх тĕллевĕсем те пысăк. ЧР сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне модернизацилес программа 2025 çулччен вăйра пулĕ. Çак вăхăт хушшинче Вăрмар муниципаллă округĕн территорийĕнче 3 фельдшерпа акушер пункчĕ, врач амбулаторийĕ, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ туса лартма палăртнă. Кăçал медицина организацийĕпе унăн подразделенийĕсем валли 2 çĕнĕ автомобиль тата дефибрилляторсем, электрокардиографсем, эндоскоп туянма планланă.
И.ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.