М.Н. Юхма ячĕллĕ Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ачасене патриотла воспитани парассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, çамрăк ăрăва мĕн пĕчĕкрен Тăван çĕршыва юратма тата хисеплеме вĕрентеççĕ, вĕсем хăйсен çĕршывĕн тивĕçлĕ гражданинĕсем пулса çитĕнччĕр тесе тăрăшаççĕ.
Çак шкулта 7-мĕш класра вĕренекенсем — Анна Мочалова, Анастасия Крылова, Эвелина Сотникова, Светлана Садовникова, Александр Кашаев, Артем Гибадуллин — хăйсен вĕрентекенĕсемпе И.Красновăпа, С.Хмелевпа тата шкул директорĕпе А.Егоровăпа иртнĕ кунсенче пысăк пĕлтерĕшлĕ патриотла мероприятине, митинга, хутшăнчĕç. Вăл Куславкка муниципаллă округĕнчи Куснар ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» мемориал комплексĕнче иртрĕ. Совет çарĕсене Афганистан территорийĕнчен илсе тухнине халалланă мероприятинче интернационалист-салтаксем Сăр тата Хусан чиккисен строителĕсен паттăрлăхне чысларĕç. Унта çавăн пекех Куславкка муниципаллă округĕнчи Куснарти, Кунерти, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенче вĕренекенсем те хутшăнчĕç.
Пухăннисен умĕнче чи малтан мемориал заведующийĕ В.Юсов тата ăслăлăх сотрудникĕ И.Михайлова сăмах илчĕç. Пирĕн çар чаçĕсем Тăван çĕршыва Афганистанран таврăннăранпа кăçал 34 çул çитнине палăртрĕç. «Афган вăрçи — XX ĕмĕрти чи вăрăма тăсăлнă синкерлĕ хирĕçтăру — хыçран-хыçа юлса пырать пулин те, çав çулсем нихăçан та асран тухас çук», — терĕç вĕсем.
Митинг уçăлнине палăртса Раççей тата Чăваш Ен гимнĕсем мăнаçлăн янăрарĕç. Ачасем те, аслисем те çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа гимнсене юрларĕç. Митингра хисеплĕ хăнасем пулчĕç: Афганистан ветеранĕсен Куславккари Совечĕн председателĕ Ю.Самсонов, ОКСВА /«Ограниченный контингент советских войск в Афганистане»\ ветеранĕ, Чăваш Республикинчи кимĕсемпе карапсен ĕçне пăхса тăракан патшалăх инспекторĕ П.Плотников, Куславкка муниципаллă округĕн Куснарти территори пайĕн начальникĕ В.Хлебников, Кунерти вăтам шкул директорĕ В.Шмелев, ОКСВА ветеранĕ, Сургутри казаксен округĕн атаманĕ В.Чумаков. Вĕсем çак митингăн пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăчĕç. Çĕршыв умĕнчи тивĕçне Афганистанра пурнăçланă салтаксем те, тылра хăйсене шеллемесĕр тар тăкнă паттăр ентешĕмĕрсем те — Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен строителĕсем — ĕмĕр-ĕмĕр хисепе тивĕç тесе каларĕç. Тăван çĕршыв историне яланах астумаллине палăртса пурне те çирĕп сывлăх тата мирлĕ тÿпе сунчĕç. Ăслăлăх сотрудникĕ И.Михайлова «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» мемориал çинчен каласа пачĕ. Çак астăвăм палăкĕ Совет Союзĕн çыннисен Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнчи паттăрлăхне çирĕплетекен Раççейри пĕрремĕш мемориал пулса тăнă. Ăна кĕске вăхăтра хăпартса лартса 2022 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче уçнă. Шăпах та 1941 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче «Правда» хаçатра «Все для фронта, все для победы!» ятпа статья пичетленсе тухнă. Халĕ июлĕн 1-мĕшĕ — тыл ĕçченĕсене чысламалли кун.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе митингра шăплăх минучĕ пулчĕ. Шкул ачисем ĕмĕр сÿнми çулăм умне гирлянда хучĕç. Мероприятин хисеплĕ хăнисем те венокпа чĕрĕ чечексем хурса пуç тайрĕç.
Митинг хыççăн «Эпир пурте çĕнтерÿшĕн!» театрализациленĕ кăтарту пулчĕ. Ăна Ырашпулăх ялĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи «Хунав» театр кружокĕ /руководителĕ В.Васильева\ лартса пачĕ. Унăн сюжетне чăн пулса иртнĕ пулăмсем çинче йĕркеленĕ. Пухăннисем ял çыннисен Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнчи тертлĕ пурнăçне, вĕсем хÿтĕлев чиккисене мĕнле йывăр условисенче чавнине курма пултарчĕç. Пĕрре те çăмăл пулман çав вут-çулăмлă çулсем, куççульне те пайтах тăкнă, выçăллă-тутăллă çÿренĕ, шăннă, йывăр ĕçленĕ, анчах шанăçа çухатман. Çĕнтерÿшĕн, мирлĕ пурнăçшăн вăй хунă.
И.ДАНИЛОВА.