IMG 3545Тутлă апат-çимĕç çынна савăнăçпа хаваслăх, киленÿ туйăмĕ кÿрет, кăмăла çĕклет, вăй-хал парать. Апат-çимĕç чăннипех те тутлă та усăллă пултăр, телей парнелетĕр тесен вара ăна ырă туйăмпа, ăшă чунпа хатĕрлемелле.

Çакна Вăрмарти потребительсен обществин тытăмне кĕрекен «Общепит» тулли мар яваплă обществăн çăнăхран апат-çимĕç пĕçерекен цехĕнче ĕçлекенсем ла­йăх пĕлеççĕ. Кăпăшка чустине çăрнă майăн та, ăшне хатĕрленĕ вăхăтра та, кашни пĕчĕк кукăльне, çемçе шурă кулачне, тăпăрчă икерчине пĕçернĕ чухне те хăйсен тивĕçĕсене чунтан тăрăшса, яваплăн, чĕрери чи ырă туйăмĕсене парса пурнăçлаççĕ. Вĕсен, обществăлла апатлану сферинче нумай çул вăй хурса пысăк опыт пухнăскерсен, аллисем ылтăн тесе каласан пĕрре те йăнăш пулмасть. Ахальтен мар ĕнтĕ вăрмарсем те, район хăнисем те «Общепит» хĕрĕсем пĕçерсе кăларакан продукцине питĕ кăмăллаççĕ. «Килте пĕçерсен те кун пек тутлă пулмасть», — тесе хапăл тусах туянаççĕ. Юбилей, туй, урăх уяв паллă туса ирттернĕ чухне те «Общепитăн» кукăлĕсем, хуплă­вĕсем, торчĕсем кашнин сĕтелĕ çинчех хăйсен вырăнне тупаççĕ.

«Общепит» тулли мар яваплă обществăн продукцине халăх çапла юратнин тепĕр вăрттăнлăхĕ апат-çимĕçе пĕçернĕ чухне пахалăхлă тата сертификациленĕ чĕртаварпа усă курнипе çыхăннă. Вăрмар райпо Канашĕн председателĕ М.Сейфуллина пĕлтернĕ тăрăх, какайне те, пахчаçимĕçне те вĕсем вырăнти производительсенчен туянаççĕ. Унсăр пуçне поварсемпе кондитерсем хăйсен ăсталăхне ÿстерме тĕрлĕ мастер-классене хутшăнаççĕ, ĕçтешĕсен опычĕпе паллашаççĕ, квалификацине ÿстереççĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, «Общепит» клиентсен кăмăлне çĕклесе вĕсене тутлă апат-çимĕçпе тивĕçтерессишĕн малтан-мала аталанса пырать.

Çăнăхран апат-çимĕç пĕçерекен цехра аслă повар пулса 33 çула яхăн ĕнтĕ Вера Геннадьевна Баранова ĕçлет. Вăл йĕркелесе пынипе цехри ĕç кал-кал пулса пырать, пĕтĕмпех вăхăтра ĕлкĕреççĕ, продукци пахалăхĕ те савăнтарать. Хастар, вăр-вар, вашават Вера Геннадьевна тăрăшуллă ĕçĕ-хĕлĕшĕн пысăк хисепе тивĕçнĕ. Ĕçченлĕхне палăртса ăна Вăрмар райповĕн, ЧР Экономика министерствин, РФ Центросоюзĕн Хисеп грамотисемпе тата ытти наградăсемпе те чысланă, «Чăваш Республикин потребительсен кооперацийĕн ветеранĕ» ят панă, унсăр пуçне вăл Чăвашпотребсоюзăн Хисеп хăми çинче пулма та тивĕçнĕ.

Коллективри ытти ĕçченсем те пултарулăхĕпе Вера Геннадьевнăран юлмаççĕ. Поварсемпе кондитерсем — Валентина Михайловна Русанова, Людмила Алексеевна Николаева, Елена Анатольевна Покасова, Ольга Николаевна Михайлова, Ирина Геннадьевна Ахтямова, Надежда Арнольдовна Вавилова, Таисия Андреевна Семенова — пурте хăйсен ĕçне юратса пурнăçлаççĕ. Тирпейлĕхшĕн яваплă Глафира Михайловна Анисимова та тăрăшулăхпа палăрса тăрать.

Хальхи вăхăтра «Общепит» хĕрĕсем Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ — Мартăн 8-мĕшĕ тĕлне торт­сем, пирожнăйсем хатĕрлес ĕçе тытăнаççĕ. Тутлă та илемлĕ тортсăр мĕнле уяв пултăр-ха вăл? «Общепит» торчĕсем кашни клиент кăмăлнех тивĕçтерме пултараççĕ. Пăхсан та питĕ илемлĕ вĕсем, куçа илĕртеççĕ, тутипе те кирек кама та килĕшмелле: çемçе, тутлă, çăварта ирĕлсех каяççĕ. Сăмаха май, торт­сене те, ытти продукцине те «Общепита» пырса хăвăра мĕнле тата мĕн чухлĕ кирлĕ — çавăн пек саккас пама пулать.

«Общепит» туса кăларакан тортсене Вăрмар райповĕн лавккисенче туянма пулать, уйрăмах Вăрмар поселокĕнчи «Заря» гастрономра тортсен ассортименчĕ пысăк. Хисеплĕ арçынсем! Юратнă хĕрсемпе хĕрарăмсене, аннесене, аппасемпе йăмăксене «Общепит» тулли мар яваплă обществăн тутлă торчĕсемпе савăнтарма ан манăр!

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика