IMG 4262Пулас профессине суйласа илесси — шкул пĕтерекен çамрăксемшĕн пурнăçри пысăк пĕлтерĕшлĕ утăм. Çавăнпа вĕсене тĕрĕс йышăну тума пулăшас тĕлĕшпе тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ.

Акă, çак кунсенче Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ялсенчи тата пĕчĕк хуласенчи шкулсен республика шайĕнчи форумĕ иртрĕ. Унăн тĕллевĕ шăпах та шкулта вĕренекенсене пулас профессине тĕрĕс суйлама пулăшассипе çыхăннă. Форум дискуссиллĕ платформа евĕр иртрĕ, унта пухăннисем хăйсен опычĕпе паллаштарчĕç, çавăн пекех мероприятинче шкул ачисене ял территорийĕсен аталанăвĕн проекчĕсене сÿтсе явас ĕçе явăçтарчĕç.

Форума Вăрмар муниципаллă округĕнчи 200 ытла вĕренекен, ашшĕ-амăшĕсем, педагогсем хутшăнчĕç. Чи малтанах вĕсем шкулти актăвăй залра пухăнчĕç. Кунта «Вăрмар районĕнче юлмалли 10 сăлтав» темăпа калаçу иртрĕ.

IMG 4245Мероприятине Пĕтĕм Раççейри «Ачалăх навигаторĕсем» программăн регионти координаторĕ Н.Ива­нова уçрĕ. Вăрмар муници­паллă округĕн администрацийĕн пуçлă­хĕн заместителĕн — вĕрентÿпе çам­рăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Н.Борисова Вăрмар муниципаллă округĕнче мĕнле сферăсем уйрăмах аталанни, кунта мĕнле ĕçсемпе ĕçлеме май пурри çинчен каласа пачĕ. Çавăн пекех Вăрмарти халăха ĕçпе тивĕçтерекен цент­рăн начальникĕ М.Пуклаков, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вĕрентÿ енĕпе тата çамрăксемпе ĕçлекен Комитечĕн председателĕ М.Федотов, «Светлана» тулли мар яваплă обществăн директорĕ С.Белоусова, «АкваПром» тулли мар яваплă обществăн учредителĕ С.Павлов, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн аслă лейтенанчĕ А.Родзянова сăмах илчĕç. Вĕсем пирĕн округра мĕнле специалистсем ытларах кирли, хăш енĕпе тухăçлă ĕçлесе пыма пулни çинчен чарăнса тăчĕç. Лайăх вĕренсен, тивĕçлĕ пĕлÿ илсен ăнăçу пулатех тесе палăртрĕç.

Пысăк Енккассинчи вăтам шкулти кадетсемпе волонтерсем, Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕнче вĕренекенсем сцена çине тухса хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Унтан форума хутшăнакансем темиçе ушкăна пайланса секцисенче ĕçлерĕç. «Медиацентр» секцинче шкул ачисем журналистика профессийĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллашрĕç. «ЧР агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн хальхи саманари енĕсем» секцинче ачасемпе Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕн представителĕсем тĕл пулчĕç. «Тĕп вырăнта — камера» секцинче пухăннисене лайăх сăнÿкерчĕк мĕнле тумалли тата видео мĕнле ÿкермелли çинчен каласа пачĕç. «Пулас профессине суйласси çемьерен те килет» секцинче ашшĕ-амăшĕсемпе педагог-психологсем калаçу ирттерчĕç. Çавăн пекех «Вĕренекенсен профориентацийĕн хальхи йышши мелĕсем» секци те ĕçлерĕ.

Форум ĕçне стратегиллĕ сессинче пĕтĕмлетрĕç. Кунта шкулсенчи вĕренекенсен хăйтытăмлăхĕн лидерĕсем «Эпĕ профессинче» проект тавра ĕçлерĕç. Ачасем «Вăрмар муниципаллă округĕн пуласлăхри картти» проектсене тăвассипе тăрăшрĕç. Вĕсем района тепĕр 15 çултан мĕнле курнине, палăртнă тĕллевсене пурнăçлама мĕнле ĕçсем туса ирттерме пулнине каларĕç. «IT-­шкул», «МЭРиЯ», «Биотехнологисен теплици» «Ĕмĕрлĕх пурнăçĕн им-çамне кăларассипе ĕçлекен лаборатори уçасси», «Пуласлăха куçмалли телепорт» станци тăвасси» проектсем интереслĕ пулчĕç.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика