IMG 4926РФ Çутĕç министрĕ Сергей Кравцов 2024 çул тĕлне кашни шкулăн хăйĕн театрĕ пулмалла тесе задача лартнă. Шкул театрĕсене йĕркелени «Вĕрентÿ» наци проекчĕн «Хальхи йышши шкул» федераллă проекчĕн тĕллевĕсене пурнăçлама пулăшать. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре республикăри шкул театрĕсен «АСАМ» фестивалĕ иртет. Фестивалĕн муниципалитетри тапхăрĕ мартăн 1-мĕшĕнче старт илнĕ. Хальхи вăхăтра республикăри муниципаллă округсенче çамрăк артистсем сцена çине тухса хăйсен таланчĕпе паллаштараççĕ.

Çак эрнере Вăрмар муниципаллă округĕнче те чи пултаруллă çамрăк артистсене палăртассипе мероприятисем иртеççĕ. Эрне пуçламăшĕнче Вăрмар поселокĕнчи Культура çуртĕнче округри 7 шкулăн /Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкул, Кивĕ Вăрмарти вăтам шкул, Кавалти тĕп шкул, Арапуçĕнчи тĕп шкул, Чупайĕнчи тĕп шкул, Чулкасри тĕп шкул, Н.А.Афанасьев ячĕллĕ Кĕлкешри тĕп шкул\ театр коллективĕсем сцена çине тухрĕç.

Вĕсен пултарулăхне жюри членĕсем — Вăрмарти Ачасен пултарулăх çурчĕн директорĕ Кристина Пудрикова тата методисчĕ Людмила Иванова, Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Елена Ларионова, Вăрмарти Ачасен искусство шкулĕн фортепиано уйрăмĕн заведующийĕ Ольга Трифонова — хакларĕç.

Ачасем тĕрлĕ жанрлă сценкăсем кăтартрĕç, вĕсене вырăсла та, чăвашла та лартса пачĕç. Чăваш халăхĕн йăлисене сăнлаканни те, Педагогпа наставник çулталăкне халаллани те, çутçанталăка хÿтĕлеме чĕнсе калаканни те, вырăс тата чăваш писателĕсен калавĕсемпе халăх юмахĕсем тăрăх лартнисем те пулчĕç. Ачасем пурте питĕ талантлă, маттур пулнине çирĕплетрĕç, хăшĕсем чăн-чăн артистсенчен кая мар вылярĕç.

Республикăри «АСАМ» фестивалĕн 2-мĕш тапхăрĕ ĕнер Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта иртнĕ, 3-мĕш тапхăрĕ паян В.Д.Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари вăтам шкулта иртет.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика