20230601 102559

Ачасем — пирĕн чи хаклă пуянлăх. Вĕсем телейлĕ, сывă, хаваслă пулни ашшĕ-амăшĕшĕн чи пысăк савăнăç. Ачасен телейĕ вара пирĕнтен, аслисенчен, килет. Вĕсене пирĕн пулăшу, эпир вĕсене хÿтĕлени, ырă пурнăç парнелени кирлĕ. Çакна асра тытма Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна йĕркеленĕ. Ăна июнĕн 1-мĕшĕнче паллă тăваççĕ.

Çак кун Вăрмар поселокĕнчи тĕп площадьре, çулсеренхи пекех, савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Кунта поселокра тата ялсенче пурăнакан ачасем хăйсен ашшĕ-амăшĕсемпе, воспитателĕсемпе, вĕрентекенĕсемпе йышлăн пухăнчĕç. Уяв ячĕпе вĕсене Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕн Вăрмарти уйрăмĕн руководителĕ Валентина Волкова, Чăваш Енри ачасен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен уполномоченнăйĕн обществăлла пулăшуçи Ирина Алексеева ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, телейлĕ ачалăх, пурнăçра çитĕнÿсем тума сунчĕç.

Унтан уяв концерчĕ пулчĕ. Площадьре хаваслă юрă-кĕвĕ янăрарĕ, сцена çине капăр тумланнă чи пултаруллă та маттур ачасем тухса юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç. Вĕсемпе пĕрле куракансем те ташламасăр чăтаймарĕç. Супăнь хăмписем вĕçтермелли шоу пуçлансан вара тавралăх кĕрлесе кăна тăчĕ.

6055560555

Çавăн пекех ачасем çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене аса илчĕç, 39-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн техникипе çывăхрах паллашрĕç. Вĕсене валли асфальт тата мольберт çинче ÿкерессипе конкурс, декоративлă прикладной искусство енĕпе мастер-класс пулчĕ тата ытти те. Ачасен уявĕ питĕ интереслĕ иртрĕ, кашни ачан чунне хаваслăхпа тултарчĕ.

Сăмаха май, июнĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикинче «Аслисем — ачасене» ыркăмăллăх акцийĕ старт илнĕ. Вăл ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев мартăн 20-мĕшĕнче старт панă «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонĕн пайĕ шутланать, ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви, ЧР хĕрарăмсен Союзĕ, «Раççей ача-пăча фончĕн» регионти уйрăмĕ йĕркеленипе республикăн кашни муниципалитетĕнче иртет.

Акцине предприятисем, организацисем, депутатсем, çамрăксен пĕрлешĕвĕсем, волонтер отрячĕсем тата ыттисем те хутшăнма пултараççĕ. Акци вăхăтĕнче пухăннă укçа-тенкĕне муниципалитетсенчи ачасен фончĕсене, шкул библиотекисене литературăпа, вĕрентÿ учрежденийĕсенчи кружоксене музыка инструменчĕсемпе, оборудованипе, тумсемпе тивĕçтерме, спорт тата вăйă площадкисем тума куçарĕç.

Вăрмар муниципаллă округĕнче пурăнакан кашни çын çак проекта хутшăнса QR-кодпа укçа-тенкĕ куçарма пултарать. Хамăрăн ачасен пурнăçне пурте пĕрле интереслĕрех, телейлĕрех тата хăрушсăр тума пулăшар, тăван тăрăх аталанăвĕшĕн тăрăшар.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика