lekseevКивĕ Мăнтăр ялĕнче пурăнакан Любовь Николаевнăпа Александр Васильевич Алексеевсем иртнĕ кунсенче Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев ертсе пыракан ĕçлĕ канашлура виççĕмĕш ачашăн паракан çĕр участокĕ илмелли свидетельствăна тивĕçрĕç.

Алексеевсен çемйинче 3 ача. Аслă ывăлĕ Владимир Александрович Шупашкарта строителе вĕренсе тухнă. Пĕлтĕрхи ноябрь уйăхĕнче мобилизаци йĕркипе ăна Украинăна ятарлă çар операцине пурнăçлама ăсатнă. Владимир халĕ те çавăнтах, Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлать. Ашшĕ-амăшĕпе эрнере пĕр хутчен телефон урлă çыхăнăва тухсах тăрать вăл. Икĕ хутчен, пĕрре апрель уйă­хĕнче, тепре октябрь уйăхĕнче, отпуска та килсе кайнă çамрăк каччă. Ашшĕ-амă­шĕн чун-чĕри пăлханнине туйнă май яланах çирĕппĕн: «Йăлтах йĕркеллĕ», - тесе калаçать ывăлĕ инçетрен шăнкăравланă чухне.

Хĕрĕ Виктория 17 çулта, Шупашкарти техникумра повар-кондитера вĕренет. Кĕçĕн ывăлĕ Владислав Пысăк Енккассинчи шкулта пĕрремĕш класа çÿрет. Александр Васильевич Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра килте выльăх-чĕрлĕх пăхать. Мăшăрĕ Любовь Николаевна Кивĕ Мăнтăр ялĕнчех çуралса ÿснĕ, Вăрмар поселокĕнче уйрăм çын патĕнче çĕвĕç пулса ĕçлет.

Алексеевсене çĕр участокне хăйсем пурăнакан килĕпе юнашарах уйăрса панă. Ку вĕсемшĕн çав тери меллĕ. Çак çĕрпе вĕсем малтанах усă курма пуçланă ĕнтĕ, выльăх-чĕрлĕх тытнă май унта утă çулса туса илеççĕ. Патшалăх енчен кÿрекен пулăшу пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртаççĕ Алексеевсем.

Любовь Николаевнăпа Александр Васильевич Алексеевсем туслă, шăкăл-шăкăл, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ, ачисен пуласлăхĕшĕн тăрăшаççĕ.

«Çемье – хавхалану çăлкуçĕ» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать.

Кăларăма проект авторĕ Эвелина Михайлова хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика