rabotnikiВăрмарти территори пайне Вăрмар муниципаллă округĕн центрĕ — Вăрмар поселокĕ кĕрет. Паянхи кун тĕлне поселокра нумай хваттерлĕ 82 çурт, 708 уйрăм çурт шутланса тăрать, вĕсенче 5 400-е яхăн çын пурăнать.

dorogaВăрмарти территори пайĕн начальникĕнче пысăк опытлă руководитель Александр Николаевич Виссарионов вăй хурать. Унăн шанчăклă пулăшуçисем — Елена Николаевна Алексеевăпа Анжелика Олеговна Архипова тĕп специалист-экспертсем тата Лия Анатольевна Родзянова ертсе пыракан специалист-эксперт. Вĕсем пурте хăйсен тивĕçĕсене — Вăрмар поселокне хăтлăлатассине, çынсене пурăнма тивĕçлĕ условисем туса парассине — тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

Патшалăх пулăшнипе, Вăрмарти территори пайĕн ĕçченĕсем тăрăшнипе, халăхпа пĕрле тачă çыхăнура ĕçленипе Вăрмар поселокĕнче çулсерен тĕрлĕрен ĕçсем пулса пыраççĕ. Муниципаллă çулсене тата нумай хваттерлĕ çуртсен картиш территорийĕсене юсасси пысăк тимлĕхре. 2021 çулта Чапаев тăкăрлăкĕнчи 1, 2-мĕш çуртсен картиш территорийĕсене, Заводская урамĕнчи 36-мĕш çурт патĕнчен 38-мĕш çурт таран пыракан тротуара юсама бюджетран 302 504 тенкĕ уйăрнă. Крупская, Октябрьская урамĕсенчи çул-йĕре шăтăк-путăкран юсама 249 719 тенкĕ тăкакланă. Заводская урамĕнчи 2-34-мĕш çуртсен çумĕпе иртекен автомобиль çулне юсама «Инвест-строй» тулли мар яваплă обществăпа 4 035 875 тенкĕлĕх килĕшÿ тунă, ĕçсене 2023 çулччен вĕçлеме палăртнă. «Зоренька», «Колосок» ача сачĕсен çумĕнче çул-йĕр паллисем, «выртакан поли­цей­скисем» вырнаçтарнă, çуран çынсем валли çул урлă каçмалли вырăн йĕркеленĕ. Ворошилов урамĕнчен пуç­ласа Железнодорожниксен урамĕ таран пыракан тротуар-çула юсассипе ĕçленĕ, 2 çутă хунарĕ вырнаçтарнă. Вăрмар поселокĕнчи урамсене /Заводская, Мир, Ленин, Октябрьская урамĕсенчи тротуарсене\ хăтлăлатассипе «ВОЛТБИ» тулли мар явап­лă обществăпа 13 880 994 тенкĕлĕх килĕшÿ тунă, уйăрнă суммăран 5 848 820 тенкипе усă курнă. «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕн «Хăтлă хула тăрăхне тăвасси» регионти проектне пурнăçлама 6 267 105 тенкĕ уйăрнă. Программа шайĕнче нумай хваттерлĕ çуртра сусăр çынсем валли 3 пандус вырнаçтарнă. Çавăн пекех Киров урамĕн­че чарăну павильонĕсем вырнаçтарнă.

novayАслă Çĕнтерĕве 76 çул çитнĕ ятпа Ленин урамĕнче çăка йывăççин 76 çамрăк хунавне лартнă. Шкул ачисем пулăшнипе культурăпа кану паркĕнче те йывăçсем лартса тухнă. Ленин урамĕн­чи фонтан çумĕнче 9 туя йывăççи ларт­нă, фонтанпа çутă хунарĕсен ĕçне йĕркелекен щит вырнаçтарассипе электромонтаж ĕçĕсем пурнăçланă.

Поселокри урамсенчи хунарсен ламписене улăштарассипе ĕçленĕ. Заводская урамĕн­че, Школьная тăкăрлăкĕнче, культурăпа кану паркĕн­че кабельсем тăснă.

«Вĕренÿрен пушă вăхăтра 14-18 çулти çул çитмен граждансене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерессине йĕркелесси» программăпа çул çитмен 18 çамрăка ĕçпе тивĕçтернĕ, ку тĕллевпе 56 195 тенкĕ тăкакланă. «Ĕçсĕр граждансене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерессине йĕркелесси» программăпа 6 çынна вăхăтлăх ĕç тупса панă.

2022 çулта ăнăçсăр тата социаллă хăрушлăхри çемьесен килĕсенче пушар тухас пулсан сас паракан сигнализаторсем лартнă.

«Хăтлă хула тăрăхне тăвасси» приоритетлă проекта пурнăçлама 5 603 263 тенкĕ уйăрнă. Культурăпа кану паркĕнче туй уçланкине тăвассипе 2 920 000 тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçланă. 1 742 580 тенкĕлĕх фонтан тунă. 577 532 тенкĕлĕх брусчатка сарнă тата хапха вырнаçтарса лартнă. Фонтан çумне 362 683 тенкĕлĕх коммуникацисем илсе пынă.

parkПуçарулăх бюджечĕн программи шайĕнче пурăнмалли çуртсене шывпа тивĕçтерме Зе­ле­ная урамĕнче 331 302 тенкĕлĕх, Мичурин урамĕн­че 305 315 тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçланă. Гагарин тăкăрлăкĕнче 114 215 тенкĕлĕх 130 метр шыв пăрăхĕсем хывнă. Механизаторсен тăкăрлăкĕнчи çула 1 078 587 тенкĕлĕх юсанă. Промышленнăй урамĕнчи паркра 264 000 тенкĕлĕх спорт оборудованийĕ вырнаçтарнă.

Заводская урамĕнчи 39, 40, 41-мĕш çуртсен, Молодежная урамĕнчи 14, 16-мĕш çуртсен, Школьная тăкăрлăкĕнчи 4-мĕш çуртăн картиш территорийĕсене юсама 924 140 тенкĕ уйăрнă. Крупская, Октябрьская урамĕсенчи автомобиль çулĕсене юсама 2 102 921 тенкĕ, Школьная тăкăрлăкĕнчи автоçула юсама 1 174 445 тенкĕ уйăр­нă, çав шутра вырăнти бюджетран — 1 342 129 тенкĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсен картиш территорийĕсене юсаса пăхса тăма «Стройтрест-2» акционерсен уçă обществипе 14 260 116 тенкĕлĕх килĕшÿ тунă.

Киров, Мир урамĕсенчи 26 çутă хунарне 160 000 тенкĕлĕх улăштарнă. Çавăн пекех Александров, Маяковски, Пушкин, Чувашская, Комсомольская, Комаров урамĕсенче те çутă хунарĕсене 600 000 тенкĕлĕх улăштарнă.

Нумай хваттерлĕ çуртра сусăрсем валли 3 пандус вырнаçтарнă. Çул çитмен 15 çамрăка каникулсенче вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтернĕ, ку тĕллевпе 87 852 тенкĕ уйăрнă. Ĕçсĕр 2 гражданина вăхăтлăх ĕç тупса панă.

Декабрьте тĕп площадьре 422 500 тенкĕлĕх искусственнăй чăрăш туянса вырнаçтарнă, ун валли çутатакан хатĕрсем тата теттесем 350 200 тенкĕлĕх туяннă.

Палăртмалла, Вăрмар хула тăрăхĕ районта иртнĕ социаллă-экономикăллă ăмăртура 2021 çулхи кăтартусем тăрăх мала тухса 2022 çулта 300 000 тенкĕне тивĕçнĕ. Çав укçа-тенкĕне поселокри урамсене çутăпа тивĕçтерме тăкакланă. Çавăн пекех республикăра иртнĕ «Чи лайăх муниципаллă практика» конкурсра та 2-мĕш вырăн йышăннă, 140 пин тенкĕ çĕнсе илсе культурăпа кану паркĕнче 4 видеокамера вырнăçтарнă.

2023 çулта Вăрмар поселокĕнчи тĕп площаде хăтлăлатассипе ĕçленĕ, ку тĕллевпе «Гарант» тулли мар яваплă обществăпа 4 870 889 тенкĕлĕх килĕшÿ тунă.

Пуçарулăх программи шайĕнче Энтузиастсен урамĕнчи 12-мĕш çурт çумĕпе пыракан авто­мобиль çулне 1 453 157, 28 тенкĕлĕх юсанă. Киров урамĕнчи 32-39-мĕш çуртсен çумĕпе пыракан автомобиль çулне 1 300 222, 54 тенкĕлĕх юсанă. Порфирьев урамĕнчи çула та юсанă, 1 927 012, 80 тенкĕ тăкакланă. Вăрмар поселокĕнчи масар çинче 298 000 тенкĕлĕх çĕнĕ масар çурчĕ туса лартнă.

Новая урамĕнчи 1, 3, 5-мĕш çуртсен, Мир урамĕнчи 18, 20-мĕш çуртсен, Порфирьев урамĕнчи 2, 4, 9-мĕш çуртсен картиш территорийĕсене 13 470 663, 26 тенкĕлĕх юсанă.

Молодежная урамĕнчи автоçула 3 176 503, 20 тенкĕлĕх, Ленин урамĕнчи 32-мĕш çуртран пуçласа Заводская урамĕнчи 35-мĕш çурт таран пыракан автоçула 2 782 896, 19 тенкĕлĕх юсанă. Колхозная, Ленин урамĕсенчи çутă хунарĕсене улăштарнă.

2024 çулта мĕн ĕçлемеллине те палăртнă. Пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса Сеспель урамĕнче ача-пăча валли тата спортпа туслă çынсем валли 1 521 475 тенкĕлĕх сывлăха çирĕплетмелли оборудовани вырнаçтарма планланă. «Çĕнтерĕве — 30 çул» паркра та çавăн пек оборудовани 592 838 тенкĕлĕх вырнаçтарасшăн. Заводская урамĕнчи уйрăм çуртсен секторне шыв пăрăхĕсем илсе пырса шывпа тивĕçтересшĕн. Çавăн пекех Зеленый тăкăрлăкĕнчи 3, 7-мĕш çуртсен, Порфирьев урамĕнчи 11-мĕш тата Некрасов урамĕнчи 12-мĕш çуртсен картиш территорийĕсене хăтлăлатма, Порфирьев урамĕнче çутă хунарĕсем вырнаçтарма палăртнă.

Кăларăма Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика