skorКашни çулах çуркунне апрель уйăхĕнче професси уявне паллă тăваççĕ вĕсем. Шăпах та вĕсен хăвăртлăхĕпе çаврăнăçулăхĕнчен çĕршывĕпе миллионшар çын сывлăхĕпе пурнăçĕ килет. Халĕ те, эсир çак текста вуланă чухне те, çĕршер васкавлă пулăшу бригади ĕçре çынсен пурнăçне çăлассишĕн тăрăшать.

Кулленхи пурнăçра тĕрлĕ лару-тăрăва е инкеке кĕрсе ÿкме пултарать çын. Васкавлă пулăшу сотрудникĕсем талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те çынна пулăшма хатĕр. Çак професси çыннисем — вăйлă, лăпкă, çав вăхăтрах хастар çынсем. Вĕсен тĕп тивĕçĕ — пурнăç çăласси, пирвайхи медицина пулăшăвне кÿрсе çынна тухтăрсем патне больницăна оперативлă илсе çитересси. Васкавлă пулăшу ĕçĕнче хăвăртлăх кăна мар, ĕçе пĕлсе йĕркелени, профессионализм шайĕ, çынна туйма, хĕр­хенме пĕлни те пĕлтерĕшлĕ. Çын амансан, чĕрепе юн тымарĕсен, нев­рологи чирĕсемпе аптăрасан, тата васкавлă ытти сывату мероприятийĕсем ирттермелле пулсан пулăшу кÿреççĕ васкавлă медицина пулăшăвĕн ĕçченĕсем.

Пирĕн Вăрмар округĕн халăхĕ патне васкавлă медицина пулăшăвĕ çитмелле пулсан ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин Респуб­ликăри катастрофа медицинин тата васкавлă медицина пулăшă­вĕн центрĕн Канашри васкавлă медицина пулăшăвĕн подстанцийĕн Вăрмарти вăхăтлăх вырнаçмалли пунктĕнчи сотрудникĕсем васкаççĕ. Талăкне пĕр сменăра 2 бригада ĕçлет. Кашни бригадăра виççĕн — 2 фельдшер тата пĕр водитель. Пĕрремĕш бригади ирхине 7 сехетрен улшăнать, тепĕр бригади ирхине 8 сехетре. Пĕр смена та çынсене пулăшу кÿмесĕр иртмест, сахалтан та 3-4 хутчен чĕнсе илеççĕ, чи нумаййи 14-17 хутчен чĕнсе илни пулать. Васкавлă пулăшу чĕнсе илмелли сăлтавсен йышĕнче ытларах юн пусăмĕ хăпарса кайни, ачасен ÿт температури ÿсни, вар-хырăм ыратни, эрех ĕçекенсем аптăрани. Васкавлă пулăшу кÿмелли вырăна 4 минут хушшинче пуçтарăнса тухса каймалла сменăри бригадăн. Фельдшерсем тапранса тухсанах пациент патне телефон çине бригада çула тухни çинчен СМС-пĕлтерÿ çитет, унта фельдшерăн телефон номерĕ те пур. Пулăшу кÿмелли мĕн­пур оборудовани — чĕрене электрокардиограмма туса тĕрĕслемелли оборудовани, дефибриллятор, небулайзер, кислород баллонĕсем — яланах автомашинăра. Унсăр пуçне фельдшерсен аллинче эмелсемпе ытти кирлĕ хатĕрсем вырнаçнă ятарлă сумка. Сумка-укладка теççĕ ăна вĕсем хăйсем хушшинче. Пĕр канăç та çук васкавлă пулăшу ĕçченĕсен. Кирек епле лару-тăрăва та хатĕр пулмалла, йывăрлăхри çынна çухалса каймасăр тĕрĕс пулăшу памалла.

Шăпах çак професси çыннисем пуртан эпир хамăра сывлăх тĕлĕшĕнчен шанчăклăрах, хÿтлĕхре пулнă пек туятпăр, пулăшу кирлĕ пулсан йывăр вăхăтра вĕсем вĕçтерсе çитессе шанса тăратпăр. Пĕр кун, хăш чухне икĕ кун канса илнĕ хыççăнах черетлĕ смена кĕтет вĕсене. Пирĕннисем пур çĕре те ĕлкĕреймеççĕ пулсан кÿршĕ районти васкавлă пулăшу ĕçченĕсене чĕнсе илеççĕ. Пĕр бригада хăш-пĕр çынна пулăшу парса килнĕ çĕре тепĕр бригади темиçе çĕре те çитсе ĕлкĕрет хăш чухне. Çапла тĕрлĕрен килсе тухма пултарать, пĕр çынпа 5 сехет таранччен иртме пултарать. Васкавлă пулăшăвăн Вăрмарти пунктĕнче ĕçлекенсем пирки яланах ырă та ăшă сăмахсем калаççĕ Вăрмар округĕн çыннисем, район хаçачĕ урлă та тав сăмахĕсем пичетлеттерсе кăлараççĕ.

Эвелина МИХАЙЛОВА

РЕДАКЦИРЕН:

Раççей Федерацийĕн Прави­тель­ствин 2024 çулхи мартăн 20-мĕшĕнчи 343 номерлĕ Постановленийĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа медицина ĕçченĕсен социаллă тÿлевĕн виçине ÿстернĕ. Çав шутра васкавлă медицина пулăшăвĕн врачĕсемпе фельдшерĕсен, медицина сес­трисен те ĕç укçи ÿсĕ. Апла пулсан çак тÿлев вĕсем патне çитессе шансах тăратпăр.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика