Регион шайĕнчи тÿлеве ÿстернĕ

Чăваш Енре ятарлă çар операцине хутшăнакансене регион шайĕнче пĕр хутчен паракан тÿлеве 500 пин тенкĕрен 1 млн тенкĕ таранччен ÿстернĕ.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ку енĕпе хушăва алă пуснă. Раççей Хÿтĕлев министерстви паракан тÿлеве шута илсен кашниех контракт алă пуснă хыççăн 1 млн та 500 пин тенкĕ илĕ. «Тăван çĕршыва, Раççей суверенитетне хÿтĕлеме хатĕр салтаксене пулăшнă, пулăшатпăр та. Çар операцине хутшăнакансен çемйисене кÿрекен пулăшу мерисем пурте сыхланса юлаççĕ. Вĕсене тимлĕх уйăрасси — тĕп приоритет», - тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев

Ĕçсĕррисене пур енлĕ пулăшаççĕ

sanyatÇулталăк пуçланнăранпа «Раççейри ĕç» тытăмăн Вăрмарти центрĕ ĕç шыраса пынă 205 çынран 115-не ĕç тупма пулăшнă. Центр ĕçе ăнăçлăн вырнаçмалли условисем туса хурассипе тата Вăрмар муниципаллă округĕнчи ĕçсĕрлĕх шайне чакарассипе тухăçлă ĕçлет.

Çулталăк пуçланнăранпа ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,21 процентпа кăна танлашнă. 2024 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕр 21 çынна регистрациленĕ, 2023 çулхи çак вăхăтра вара 44 çын пулнă. Обществăлла ĕçсене 54 çынна явăçтарнă. Çул çитмен ачасене ĕçпе тивĕçтермелли программăпа килĕшÿллĕн 14 çултан пуçласа 18 çулчченхи 397 çамрăка ĕçе илнĕ. Вакансисен 7 ярмăрккине ирттернĕ.

Вăрмарти центр ĕç сĕнекенсемпе тата вырăнти хăйтытăмлăх влаç органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлени пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртмалла. Çакă тĕп тĕллевсенчен пĕри шутланать. Социаллă парт­нерлăх урлă 173 çынна ĕçе выр­наçтарнă.

Кăçал Вăрмар муниципаллă округĕнчи ĕç сĕнекенсем кадрсен центрне 718 ĕç вырăнĕ валли заявка тăратнă. 2024 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вакансисен районти базинче 20 тĕрлĕ организацирен 90 уçă ваканси пулнă. Чи анлă сарăлнă профессисем хушшинче хуçалăх заведующийĕ, социаллă ĕçчен, культорганизатор, библиотекарь, бухгалтер, автобус водителĕ, тухтăр, дознаватель, повар, сутуçă, çĕвĕçĕ тата ыттисем те.

«Раççейри ĕç» центр ĕç тупма çăмăл мар граждансене пулăшас тесе чылай вăй хурать. Çак ушкăна инвалидноç пур çынсем, нумай ачаллă е ачисене пĕччен ÿстерекен амăшĕсем, пенси çулне çывхарса пыракансем кĕреççĕ. Вĕсем валли ятарлă вĕрентÿ е квалификацие улăштармалли программăсем ĕçлеççĕ, çавăн пекех мĕн тума пултарнине кура вĕсене вакансисем сĕнеççĕ», - палăртнă уйрăм начальникĕ Михаил Пуклаков. Тĕслĕхрен, 619 çын професси суйлама пулăшма ыйтнă, унсăр пуçне 20 çын професси вĕрентĕвĕн курсĕсене пĕтернĕ. Ĕç тупассипе йывăрлăхсемпе тĕл пулакан 12 çынна вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтернĕ. Ĕç рынокĕнчи социаллă адаптаци программисене 30 çын хутшăннă, психологи пулăшă­вĕн программине — 25.

2023 çулта Чăваш Енри пур ĕç центрĕсене те «Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕнетсе «Раççейри ĕç» кадрсен центрĕсем туса хунă. Клиентсене пулăшусене çĕнĕл­ле кÿреççĕ, çавăн пекех ĕçе вырнаçмалли çĕнĕ мелсене те пурнăçа кĕртеççĕ.

Кадрсем шыраса «Раççейри ĕç» центра куаркод урлă тухаççĕ

Кадрсен центрĕн контакчĕсемлĕ куаркодсене клиентсем пулма пултаракан пур вырăнсенче те вырнаçтарнă: учрежденисене, ведомствăсене, ĕçпе тивĕçтерекен службăсен социаллă партнерĕсен офисĕсене кĕнĕ çĕрте. Кадрсем тупассипе коммерциллĕ предприятисем те, патшалăх ведомствисем те пулăшу илеççĕ.

rabotaВăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центр ĕçпе тивĕçтерекен службăн чылай çулхи партнерĕ, куар­код урлă çыхăнса ĕçлесси меллĕ пулнине палăртаканĕсенчен пĕри. Комплекслă центр директорĕ Жанна Дмит­риева каланă тăрăх, ăнăçсăр çемьесемпе ĕçлемелли специалистсене тупма заявка тăрат­нă чухне унăн кадрсен центрне килмелле те пулман. Куаркод ăна электронлă обращени формипе ĕçлеме куçарса янă, унта вăл кадр консультантĕнчен сотрудниксем шыраса тупма пулăшу ыйтса çырнă. Çак кунах Жанна Николаевнăпа ĕçпе тивĕçтерекен центртан çыхăннă, тĕл пулмалли çинчен калаçса татăлнă.

Кăçал Вăрмарти халăха ĕçпе тивĕçтерекен комплекслă центр «Раççей ĕçĕ» порталта 22 ĕç вырăнĕлĕх 10 ваканси кирли çинчен заявка тăратнă. «Кадрсем ĕçрен кайсах тăрсан ĕçпе тивĕçтерекен службăпа предприятисем хушшинчи ĕçлĕ çыхăнăва тытса тăрасси» пулăшу комплексĕ шайĕн­че 10 вакансирен 7-не хупнă: уйрăм заведующийĕ, çемьепе ĕçлекен специалист, социаллă работник, хуçалăх заведующийĕ, çынна пăхма пулăшаканĕ, рабочи-тÿрлетсе юсатакан, водитель. 50 çултан аслăрах категорири ĕçсĕр пĕр çынна «Демографи» нацпроектăн «Социаллă ĕçĕн специалисчĕ» программăпа вĕрентсе квалификацине ÿстерттернĕ хыççăн ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Сахал тупăшлă çемьесенчи 5 çын социаллă контрактпа усă курнă.

Ватăсене хавхалантарнă

Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă цент­рăн ватăсене тата инвалидсене социаллă пулăшу памалли стационар уйрăмĕнчи граждансем «Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланакан «Вăрăм ĕмĕр» проекта хутшăнаççĕ. Ку хутĕнче вĕсем хаваспах Вăрмарти Культура çуртне кайса килчĕç. Кунта вĕсем Александр Пушкинăн «Чунăм, Лиза-Акулина» повеçĕ тăрăх хатĕрленĕ постановкине курса хавхаланчĕç. Спектакле лартаканĕсем Шупашкарти К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем пулчĕç. Ватăсем спектакле пăхнă май хăйсен çамрăклăхĕпе çыхăннă асаилĕвĕсен, ĕмĕчĕсен авăрне путрĕç. Илемлĕ декорацисем, пултаруллă актерсем, повеçри тыткăнлакан сюжет пур куракан кăмăлне те кайрĕ. Залра, ытти куракансем те пулнăран, кулă, савăнăç хуçаланчĕ, ватăсем те пĕрле чунпа канчĕç. «Театр — çынсене савăнăç, хавхалану кÿрекен тĕлĕнмелле паха искусство тĕсĕ», - пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне социаллă пулăшусемпе усă куракан Николай Лаврентьев спектакль пăхнă хыççăн.

Сăмах йод пирки

Организма йодпа тивĕçтермешкĕн мĕнле апат-çимĕç çимелле? Йодлă тăвар яланах усă кÿрет-и? Паха сĕнÿпе республикăн медицина профилактикипе сиплев физкультурин центрĕн тухтăрĕ Елена Егорова паллаштарать:

— Щит евĕрлĕ пар /щитовидная железа/ чирĕсемпе тĕнчери мĕнпур халăхăн 1|3 пайĕ нушаланать. Чирсем ытларах организма йод çитменнипе аталанаççĕ. Йод щит евĕрлĕ парăн гормонĕсене тума хутшăнать. Çавăнпа организма çак микроэлемент çитмесен щит евĕрлĕ парăн ĕçĕ пăсăлать. Çыннăн организмне йод апат-çимĕçпе тата шывпа лекет. 12 çултан аслă çынсене пĕр талăкра йод 150 мкг кирлĕ.

Йод çитменрен аталанакан чирсенчен сыхланма рациона йод пур апат-çимĕçрен йĕркелемелле. Вăл тинĕс купăстинче, пулăра /скумбри, сельдь, пикша, лосось, семга, треска, унăн пĕверĕ\ нумай. Кальмарта, креветкăра та сахал мар. Йодпа кăркка какайĕ, çăмарта, хура тул, сĕлĕ кĕрпи, сĕт тата унран хатĕрленĕ юр-вар пуян.

Пахча çимĕçпе улма-çырлана илес тĕк çаксене асăнмалла: помидор, баклажан, шпинат, кăшман, сухан, кишĕр, пăрçа йышши культурăсем, пан улми, хурма, банан. Вĕсем организма йодпа тивĕçтерекен çăлкуç пулса тăраççĕ. Çырласенчен вăл шур çырлинче нумайрах. Çавăн пекех çĕр çырлине, иçĕм çырлине, хура çырлана йодпа пуяннисен йышне кĕртеççĕ. Типĕтнĕ улма-çырларан хура слива «йодлă». Мăйăрсенчен — аçтăрхан тата кедр мăйăрĕсем.

Эпир куллен апатра усă куракан тăвар та йодпа тивĕçтерме пултарать. Паллах, лавккара йодлă тăвар туянсан. Енчен те апат-çимĕçе ахальлине мар, йодлă тăвара хушсан, организм талăкри нормăна тивĕçеет. Тăвар йодлă пулнине унăн хутаçĕ çине çыраççĕ. Анчах пĕçернĕ чухне янă тăварти йодăн виçи чакать. Çавăн пекех вăрах упрансан та сахалланать. Апла пулсан салата е вĕретмен-пĕçермен ытти апата яма тăрăшмалла.

«Халăхăн пурнăç пахалăхĕ – тĕп приоритет» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ Эвелина Михайлова хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика