Налуг органĕсенче регистрациленмесĕр, сăрă рынокра саккунсăр ĕçлекенсене тупса палăртассипе, округри «вăрттăн экономикăн» аталанăвне пÿлессипе еплерех утăмсем тума май пуррине сÿтсе явма Вăрмар округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев предпринимательсене канашлăва пуçтарчĕ. Пур налуксене тата страховани взносĕсене тÿлесе пурăнакан тÿрĕ кăмăллă предпринимательсемшĕн, паллах, кÿренÿллĕ килсе тухать ыттисем хăйсен тупăшне пытарса пурăнни. Вырăнти бюджетшăн та сиенлĕ çакă. Официаллă учетсăр ĕçлекенсене тупса палăртассипе ятарлă Программа хатĕрленĕ. Налуг, прокуратура, право хуралĕн органĕсене явăçтарса пурнăçламалла пулĕ ку Программăна.
Канашлăва Вăрмар округĕн пуçлăхĕн советникĕ Олег Асмус, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн «Бизнес-инкубаторăн» руководителĕ Владимир Иванов, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул директорĕн заместителĕ Дмитрий Донсков тата ыттисем те хутшăнчĕç.
