kВырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Çавна май район администрацийĕн ларусен залĕнче çак професси çыннисене чыслассипе савăнăçлă мероприяти иртрĕ.

Хальхи вăхăтра муниципалитетăн çав тери пĕлтерĕшлĕ те йывăр тĕллевĕсене парăнтарма пултаракан пысăк командăна мал ĕмĕтлĕ руководитель - район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев ертсе пырать. Вăл ĕçтешĕсене професси уявĕпе саламларĕ, Хисеп грамотисемпе тата Тав хучĕсемпе чысларĕ.

Çавăн пекех саламлă сăмахсемпе Вăрмар район пуçлăхĕ - район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ М.Пуклаков та тухса калаçрĕ. Михаил Анатольевич вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕçĕ паянхи пурнăç условийĕсенче çав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ, вырăнти влаç органĕсен ĕçченĕсене тăрăшуллă ĕçшĕн тав турĕ. Муниципаллă службăра нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн район депутачĕсен Пухăвĕн наградисемпе чысларĕ.

Уяв еплерех пуçланса кайнипе райадминистрацин пуçлăхĕн зместителĕ - организаципе контроль тата кадр ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов паллаштарчĕ. Николай Анатольевич вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен кунĕ Раççейри чи çамрăк уяв пулнине палăртса каларĕ.

Çак уява паллă тумалли çинчен калакан хушăва РФ Президенчĕ 2012 çулта алă пуснă. Вырăнти хăйтытăмлăх йĕркеленсе пынă май çăмăл мар çула парăнтарса аталанать, çирĕпленет. Çавăн пекех çак кун районти хула, ял тăрăхĕсен активисчĕсене та чысларĕç.

Н.Шишкина.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика