Умра çул çитнĕ яшсен чунĕсене хумхантаракан тапхăр - çара каймалли вăхăт. Çавна май апрель уйăхĕн вĕçĕнче Вăрмар районĕнче Призывник кунĕ иртрĕ. Районти культура аталанăвĕн центрĕнче çара кайма хатĕрленекен çамрăксем, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, юлташĕсем пуçтарăнчĕç.
Раççей тата Чăваш Ен гимнĕсене итленĕ хыççăн сцена çине призывниксене саламлама Вăрмар район пуçлăхĕ - районти призыв комиссийĕн председателĕ М. Пуклаков, райадминистраци пуçлăхĕ А.Васильев, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов тухрĕç. Вĕсем çамрăксем РФ Хĕç-пăшаллă вăйсен ретне тăма тивĕçни питĕ сумлă пулнине каларĕç, ку вăл пурнăçри яваплă тапхăр тесе палăртрĕç. "Арçын - вăл çемье хÿтĕлевçи, салтак тумне тăхăнма хатĕрленекен çамрăксен вара çавăн пекех çĕршыв хÿтĕлевçи ятне те çÿллĕ шайра тытмалла", - терĕ хăйĕн саламлă сăмахĕнче райадминистраци пуçлăхĕ А.Васильев пулас салтаксене ăнăçу сунса.
Унтан вĕсем çара кайма хатĕрленекенсене чаплă лару-тăрура повесткăсем пачĕç, кашнинпе уйрăммăн калаçса вĕсен шухăш-тĕллевĕсемпе, салтак тивĕçне кам ăçта пурнăçлас кăмăллă пулнипе кăсăкланчĕç.
Районти шкулсенчи çамрăк армеецсем çарпа патриотизм темипе çыхăннă сăвă-юрăсемпе пухăннисен кăмăлне çĕклерĕç.
И.ДАНИЛОВА.