057Çак кунсенче, кăçалхипе 16-мĕш хут ĕнтĕ, пирĕн ентешĕн, Раççей спорт мастерĕн Светлана Владимировна Захарован парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика енĕпе ăмăртусем иртрĕç. Унта шкул ачисемпе тĕрлĕ çулсенчи спортсменсем, çăмăл атлетикăна кăмăллакансем хутшăнчĕç.

Асăннă мероприятин тĕп тĕллевĕ - Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнчи совет халăхĕн паттăрлăхне мухтасси, пушар сÿнтерекенпе çăлавçă профессийĕсене пропагандăласси, çăмăл атлетика спортне, сывă пурнăç йĕркине тытса пырассине халăх хушшинче сарасси, талантлă спортсменсене тупса палăртасси.

Ăмăрту Вăрмар поселокĕнчи тĕп стадионта иртрĕ. Мероприятине Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков уçрĕ. Хăйĕн саламлă сăмахĕнче вăл Аслă Çĕнтерÿ кунĕ этемлĕхшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, вăрçă хирĕнче çапăçнă, тылра вăй хунă паттăрсене яланах асра тытмаллине палăртрĕ, вĕсене чун-чĕререн тав турĕ. Çавăн пекех ăмăртăва уçнă çĕре "Вăрмарсен Шупашкар хулинчи ентешлĕхĕ" обществăлла организацин вице президенчĕ, Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ В.Нягин, МЧС службин ветеранĕсем П.Петров, А.Нягин, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ, Атайкасси ялĕнче çуралнă А.Васильев, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, райадминистрацин физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕ А. Краснов хутшăнчĕç, спортсменсене финиша çитме ăнăçу сунчĕç. Ăмăрту пуçланиччен Вăрмарти пушар чаçĕн сотрудникĕсем Аслă Отечественнăй вăрçă 1418 куна пынине халалласа стадион тавра çавăн чухлĕ утăм утса тухрĕç. Спорт уявне хутшăннă хисеплĕ хăнасем - ветерансем те вĕсемпе пĕрле утрĕç.

Унтан спортсменсем старта тухрĕç. Районти шкулсенче вĕренекен ачасем те, аслăрах ÿсĕмрисем те лайăх результатсем кăтартрĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем медальсем, хисеп хучĕсем тата парнесем илме тивĕçрĕç.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика