Ăнăçу — çаврăнăçуллă кайăк. Вăл чи хастаррисен те пултаруллисен, чи матуррисен те вичкĕннисен аллине кăна лекет. Пурнăçăн кирек хăш хутлăхĕнче те çаплах, çав шутра спортра та. Шăпах çакăн пек чăрсăр спортсменсем, ăнăçу кайăкне алăран вĕçертме хăнăхман йĕлтĕрçĕсем иртнĕ шăматкун Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта пуçтарăнса йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе Çĕнĕ Кинчерте Р.Н.Петров воин-интернационалиста асăнса йĕлтĕрпе чупассипе республика шайĕнчи турнир иртрĕ — кăçал 15-мĕш хут ĕнтĕ. Ăмăртăва 200-е яхăн йĕлтĕрçĕ хутшăнчĕ — профессионаллă спортсменсем те, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем те. Вĕсем хушшинче хамăр район çыннисем кăна мар, Шупашкар, Канаш, Куславкка, Тăвай, Çĕрпÿ районĕсенчен, Тутар Республикинчен тата ытти çĕртен килнисем те йышлăн пулчĕç.
Мероприятине ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Н.Павлов, райадминистрацин физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕ А.Краснов, Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Шуйский, Çĕнĕ Кинчер шкулĕн директорĕ В.Андреев, А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов, «Афганистан ветеранĕсен Раççейри пĕрлешĕвĕ» обществăлла организацин республикăри урăмĕн председателĕ И.Кашаев, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ А.Григорьева, «Арманов В.К.» хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ В.Арманов уçрĕç.
Уяв чыславран пуçланчĕ — савăнăçлă лару-тăрура ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин «Афганистан ветеранĕсен Раççейри пĕрлешĕвĕ» обществăлла организацин республикăри уйрăмĕн председательне И.Кашаева тата А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕн тренер-преподавательне Н.Изосимова ЧР спорт ветеранĕсен Канашĕн грамотисене, «Арманов В.К.» хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхне В.Арманова тата Çĕнĕ Кинчерти тĕп шкул директорне В.Андреева Чăваш Наци Конгресĕн Хисеп хучĕсене пачĕ.
Йĕлтĕрçĕсем старта тухрĕç. Яланхи пекех, çул ÿсĕмне кура ушкăнсене пайланса, мероприятине хутшăнакансем — ача садне çÿрекенсенчен пуçласа ветерансем таранах — черетпе чупрĕç. Чи пĕчĕккисем 500 метрлă дистанцине парăнтарчĕç, вăйпитти йĕлтĕрçĕсем вара чылай нумайрах — 5 километр чупса ăмăртрĕç. Старт хыççăн старт пулса пычĕ, спортсменсем малалла вирхĕнеççĕ кăна. Пĕри тепринчен иртсе каять, пурте финиша малтан çитесшĕн. Çапах та чи хăвăрттисем кăна ăмăрту çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç.
Турнир спонсорĕсем мала тухнисене валли грамотăсемпе медальсем кăна мар, парнесем те сахал мар хатĕрленĕ: сăмаварсем, чейниксем, сехетсем тата ытти те. Чи чаплă парне вара — 4 велосипед. Чăнах та, хавхаланмалăх пур. Çапла финиша чи малтан çитсе çĕнтерÿçĕ ятне илнисемшĕн çак кун нумайлăха асра юлĕ. «Ăмăртакан кăмăлсăр юлман» тенĕ пек ытти спортсменсем те кăмăлĕсене хуçмарĕç, тепринче епле пулсан та çĕнтерме тĕв турĕç.
Тĕрлĕ дистанцисенче ача садне çÿрекенсемпе шкулта вĕренекенсем хушшинче çĕнтернисем: Çĕнĕ Кинчерти Мария Садовникова, Дмитрий Чернов, Анастасия Васильева, Светлана Садовникова, Мария Краснова, Энĕшпуçĕнчи Николай Александров, Тăвайĕнчи «Аль» спорт шкулĕн воспитанникĕ Евгений Николаев, Чупайĕнчи Ангелина Венедиктова, Максим Николаев, Анна Иванова /велосипед çĕнсе илнĕ/, Шупашкарти Савелий Порфирьев /велосипед çĕнсе илнĕ/, Ксения Ильина /велосипед çĕнсе илнĕ/, Пинерти Владимир Васильев /велосипед çĕнсе илнĕ, ÿкерчĕк çинче/.
Аслă ÿсĕмрисем хушшинче çĕнтернисем: Шупашкарти Владимир Васильев, Канашри Кристина Константинова, Чупайĕнчи Сергей Елаков, Тăвайĕнчи Эдуард Буинцев, Энтриялĕнчи Татьяна Романова, Тĕрлемесри Светлана Орлова, Хусанти Сергей Александров, Куславккари Иван Шидиков, Алексей Богданов, Уйкасри Роза Алексеева.
И.ДАНИЛОВА.