Мĕн авалтанах çынсем хăйсен ăсталăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Кам йывăçран, кам тимĕртен тем те пĕр ăсталама пĕлнĕ. Пурăна киле çак ĕçе татах та анлăлатса пырса йывăçпа тата тимĕрпе ĕçлекен ятарлă предприятисем йĕркеленĕ. Паян манăн сăмахăм «Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществинчи ĕç-хĕл пирки пырĕ.
Вĕсем хальхи вăхăтра тимĕртен тĕрлĕ япаласем туса кăларассипе вăй хураççĕ. Общество таварĕсене тĕрлĕ çĕртен килсе туянаççĕ, хăйсене кирлĕ саккассем те параççĕ. «Пирĕн ĕç тĕрлĕ енлĕ. Акă, тĕслĕхрен лифт валли кирлĕ турбуляторсене Мускавранах саккас парса туянаççĕ. Пахча-çимĕç туса илес текенсем валли теплица туса хатĕрлеççĕ. Харпăр хăйне кирлĕ размерпа саккас кăна памалла. Сăмах май каласан, теплицан каркасне, пахчасенче юр нумай лартнине шута илсе, ишĕлсе анасран асăрханса тепĕр хут тĕревпе çирĕплетсе ăсталатпăр. Хăш-пĕр çынсем чÿречесем çине лартма илемлетсе ăсталанă решеткесем туянасшăн пулсан, ăна та çийĕнчех хатĕрлесе паратпăр. Мунча кăмакисем, чечек чÿлмекĕ лартмалли хатĕрсем кирлĕ пулсан та саккас килсе пама пулать, Мĕн те пулин килте харпăр хăй ăсталас тесен кирлĕ тимĕр япаласене саккаспа авса та паратпăр. Вĕсемсĕр пуçне халăха сварка, токарь ĕçĕсене тата ытти ĕçсене те туса парса пулăшатпăр», - терĕ кунта нумай çул тĕп инженерта ĕçлекен Владимир Филимонович Федоров общество ĕçĕ пирки сăмах тапратсан. Кунти специалистсен квалификацийĕ те пысăк. Эпĕ завода пынă кун Д.Петров сварщик, С.Васильев фрезеровщик, И.Иванов слесарь, М.Димитриев бригадир /ÿкерчĕк çинче\ тăрăшсах пĕр пысăк агрегат умĕнче ĕçлетчĕç. «Рабочисене пĕрне ырласа теприне хурламалли сăлтавĕ те çук. Пурте тăрăшуллă, шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçлаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ эпир бригадăна панă саккассне яланах вăхăтра пурнăçлама тăрăшатпăр. Кунти ĕçченсен пур ĕçе те пурнăçлама тивет. Ку манăн ĕç, ку санăн тесе тăракан çук. Цехри чылай станоксене ĕçлеттерме пултараççĕ вĕсем. Ĕç хăрушсăрлăхĕн нормисене пăхăнса ĕçлесси те пирĕншĕн тĕп тĕллев. Туслăн, пĕр тĕллевпе тăрăшатпăр», - тет Михаил Алексеевич бригадир.
Тимĕре шĕшкĕ туратти пек авкалакан ăстасене ĕçлеме пур условисем те çителĕклĕ. Ан ÿркен кăна, тăрăш.
А.НИКОЛАЕВА.