IMG 6723Çак сăмахсене ку хутĕнче Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Валентина Георгиевнăпа Владислав Васильевич Павловсем пирки калас килет. Мĕн ачаран ĕçе хăнăхса, пурнăç тути-масине пĕлсе çитĕннĕ вĕсем. Иккĕшĕ мăшăрланса çемье çавăрсан ĕçлеме ÿркенменскерсем малашлăх еннелле хăюллăн утма тытăннă.

Чăрмавсем умĕнче чарăнса тăмасăр вак принимательлĕх йĕркелесе ярса пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн, пусăн-пусăн пуçтарса аталанма тытăннă. Икĕ ывăлне — Эдикпе Андрея та мĕн ачаран ĕçе хăнăхтарса çитĕнтернĕ. Вĕсем аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн ашшĕ-амăшне пулăшма, вак предпринимательлĕхе аталантарса ярас тĕллевпе тăван поселока таврăннă та çанă тавăрса ĕçе пикеннĕ. Пурте пĕр çĕрелле ăнтăлсан ăнăçу та пулĕ тенĕ пек производство ĕçĕ вырăнтан хускалнă. Малтанах Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикин территори çумĕнчи çĕр участокĕ çинче çемье производствине йĕркелесе ярас тĕллевпе оборудовани лартмалли цех хăпартса лартаççĕ те хура тата çутă тимĕртен касса хуçалăхра кирлĕ япаласем тума тытăнаççĕ. Тирпейлĕ хуçан ĕçĕ те тирпейлĕ пулать тенĕ пек вĕсем туса кăларакан мунча кăмакисене, шашлăк пĕçермелли мангалсене, аш-какая тĕтĕмлетмелли\ коптильня\, кил-хуçалăхĕнче кирлĕ печка-прачкăсене тата ыттисене те çынсем кăмăлласах туянаççĕ. Çавна кура производство сарăлсах пыма тытăнать. Çемйипе кăна ĕçлесе çынсен ыйтăвне тивĕçтерме йывăртараххине кура вĕсем ыттисене те ĕçе явăçтарма тытăнаççĕ. Паянхи куна кунта 7 çын валли ĕç вырăнĕ туса панă. Халĕ предприятинче ĕç шавĕ кĕрлесе кăна тăрать. Хатĕр изделисене хамăр республикăра пурăнакансем кăна мар ытти çĕртен те килсе туянаççĕ. Çÿлерех палăртнă таварсене анлăлатса та модернизацилеме тытăнаççĕ Павловсем. Вĕсемсĕр пуçне кунта тĕрлĕ виçеллĕ теплицăсем, килти пахчара ĕçлеме кирлĕ сухапуçсем, тимĕр пичкесем тата ытти япаласене те ăсталаççĕ. Харпăр хăйне мĕнле япала кирлĕ саккаспа та ăсталаса параççĕ. Ĕçре çамрăксем пурри компьютер технологипе те ĕçлеме май парать. Плазмăпа касакан станок çинче тимĕре мĕнле кирлĕ çавăн пек эрешлесе касса хатĕрлеççĕ. Ĕçĕ те хăвăрт пулать, рабочисем те нумай кирлĕ мар, таварĕ те пахалăхлă. Çавăнпа та ăна туянакансем те чылай. Производство территорийĕнче çĕнĕ ăшă цех та кĕçех хута каймалла. Унта автоматизациленĕ майпа ĕçлеме пултаракан оборудовани вырнаçтарасшăн. Пурне те çынна шанса мар хăйсен вăйĕпе пурнăçласшăн Павловсем. Кунта туса кăларакан таварсене «Вăрмар пасарĕ» муниципаллă унитарлă предприятин территорийĕнче вырнаçнă Павловсен «Мастерок» лавккинче та сутаççĕ. Таварĕсем пахалăхлăран кунтан халăх талмасть. Сутуçисем те тарават, чылай çултанпа вăй хуракан Елена Яковлевăпа Лариса Павлова лавккана тавар туянма килекенсемпе яланах ăшă кăмăллă, мĕн кирлине часах тупса параççĕ, мĕнле усă курмаллине те ăнлантараççĕ. Предприяти хуçисем пекех ĕçлекенсем те ÿркенекен çынсем мар. Акă, А.Карпов слесарь хăйне шанса панă ĕçе тирпейлĕ те хăвăрт пунăçлать. Виçĕ çула яхăн çеç ĕçлет пулин те тăрăшулăхĕпе палăрма ĕлкĕрнĕ. Унсăр пуçне А.Казанцев сварщик, А.Арсентьев, А.Краснов тата ыттисем те ĕçлеççĕ. Валентина Георгиевнăпа Владисла Васильевич хăйсем те çынсемпе тарават, та ырă кăмăллă, кирлĕ вăхăтра яланах пулăшма хатĕр. Сăмах май каласан, «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн çырăнтару кампанине те вĕсем тăтăшах хутшăнса лотерея вылявĕнче спонсорла пулăшу кÿреççĕ. «Çынна пулăшакана Турă та пулăшать»,- текен ваттисен сăмахĕ вĕсем çинчен каланăнах туйăнать. Ĕçлеме ÿркенменсем - малашлăх енне хăюллăн пăхаççĕ, апла пулсан вĕсен ĕçĕ ăнăçтăр.

А.НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика