Апрелĕн 17-мĕшĕнче республикăра, çав шутра Вăрмар районĕнче те, Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Кун йĕркинче çуракине хатĕрленес ĕç мĕнле пынипе, экологи субботникĕсемпе Йывăç кунне ирттерессипе, ял-хула территорийĕсене, çул хĕррисемпе масарсене тасатса тирпейлессипе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 74 çул çитнине халалланă мероприятисене хатĕрленсе ирттерессипе çыхăннă ыйтусем тата ытти темăсем те пулчĕç.
Пĕрлехи информаци кунне ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Фармация» патшалăх унитари предприятин генеральнăй директорĕ О.Казарина, ЧР çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн заместителĕ Н.Косулин, Патшалăх статистикин Федераллă службин Чăваш Республикинчи территорири органĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Егорова, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, райадминистраци пуçлăхĕ А.Васильев, райадминистрацин пай начальникĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем Чулкас, Пинер, Тикаш ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулса палăртнă ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков тата ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Фармация» патшалăх унитари предприятин генеральнăй директорĕ О.Казарина Чулкас ял тăрăхĕнче пулчĕç. Вăрмар райповĕн Чулкасри лавккин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, кунти тĕп шкул коллективĕпе калаçрĕç.
«Çур ăшшипе хресчен куç уçать», — теççĕ. Аграрисемшĕн хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ — çураки. Малтанлăха палăртнă тăрăх, 2019 çулта республикăра кĕрхи тата çурхи культурăсене пĕтĕмĕшле 54 пин гектар çинчен пухса илмелле. Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене 310 пин гектар çинче акса хăварма планланă.
Çуркунне экологи субботникĕсем ирттересси те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Апрелĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 5-мĕшĕччен çĕршывĕпех «Экологи хăрушлăхĕнчен хÿтĕленмелли кунсем» акци, апрелĕн 21-мĕшĕнчен майăн 21-мĕшĕччен «Симĕс çуркунне» экологи субботникĕсем иртеççĕ. Пĕтĕм Раççейри вăрман лартмалли кун шайĕнче апрелĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Енре 10 гектар çинче йывăçсем лартма планланă. Йăлана кĕнĕ йĕркепе Вăрмар районĕнче те территорине тасатса тирпейлес тĕлĕшпе экологи икĕ уйăхлăхĕ иртет. Информушкăн членĕсем çынсене асăннă мероприятисене активлă хутшăнма чĕнсе каларĕç.
Çак тата ытти ыйтусем те — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 74 çул çитнине халалланă мероприятисене хатĕрленсе ирттересси, республикăра цифрăллă эфир телевиденийĕ çине куçни, çуркуннехи-çуллахи тапхăрта ЧР территорийĕнче пушар тухасран сыхланасси, терроризма профилактикăласси, 2019-2025 çулсенче граждансене авариллĕ çурт-йĕртен куçарассипе çыхăннă адреслă программа — тимлĕхсĕр юлмарĕç.
Малалла информушкăн членĕсем савăнăçлă мероприятие — районти тĕп больницăра лифт хута янă çĕре хутшăнчĕç. Районти сывлăх сыхлавĕшĕн паллă пулăм чаплă лару-тăрура иртрĕ. Тухса калаçакансем палăртнă тăрăх, хальхи йышши кирек мĕнле медицина учрежденийĕнче те чирлĕ çынсемпе персонал валли ятарлă лифт пулмаллах. Лифт — сусăр çынсемшĕн те шанчăклă пулăшуçă. Яваплă çынсем хĕрлĕ хăйăва касса лифта официаллă майпа уçрĕç /сăнÿкерчĕк çинче/, унтан лифтпа усă курчĕç.
Райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ — организаципе контроль тата кадр ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов, Патшалăх статистикин Федераллă службин Чăваш Республикинчи территорири органĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Егорова Пинер ял тăрăхнелле çул тытрĕç. Малтанах вĕсем Пинерти тĕп шкулта пулчĕç, спорт мероприятине — çăмăл атлетика тапхăрне уçнă çĕре хутшăнчĕç. Кун йĕркинче çуракипе çыхăннă ыйту пулнă май Пинер ял тăрăхĕнчи хресчен-фермер хуçалăхĕсенчи ĕç-хĕлпе те кăсăкланчĕç, уй-хире тухса курчĕç. Шăпах çав кун «Васильев С.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче фацели акатчĕç. Анлă уйра çĕр пулса çитнĕ, тракторсем хыççăн тусан вĕçсе кăна пырать. Яваплă çынсем çĕр ĕçченĕсен вăхăтне нумай тытса тăмарĕç, кашни кунпа туллин усă курса çуракине ăнăçлă ирттерсе яма сунчĕç.
Информушкăн членĕсен ĕç кунĕ çакăнпа вĕçленмерĕ-ха. 2020 çулта çĕршывра пурăнакансен перепиçне ирттерме палăртнăран çак кунсенче районта Чăвашстатăн штатра тăман служби ĕçлеме пуçланă. Çавна май Людмила Николаевна кунти лару-тăрупа паллашрĕ, ĕç хучĕсене тĕрĕслерĕ.
Н.ШИШКИНА, И.ДАНИЛОВА.