MOoi2Çак кунсенче ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви тата ЧР Вĕренÿ институчĕн Регионсен аталанăвĕн центрĕ йĕркеленипе Чăваш чĕлхи кунне халалласа республика шайĕнчи «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн куçăмлă тапхăрĕ иртрĕ. Унта 1-4 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.

Мероприяти ЧР Вĕренÿ институтĕнче иртрĕ. Институтăн акт залне район-хула шайĕнче тата республикăн куçăмсăр тапхăрĕнче çĕнтернĕ ачасем пуçтарăнчĕç. Чăваш Республикинчи, Тутар Республикипе Самар облаçĕнчи шкулсенче вĕренекенсем «Сăмах илемĕ», «Чăваш вăййи», «Янра, чăваш юрри», «Чă­ваш ташши», «Чăваш апачĕ» номинацисенче тупăшрĕç.

Пухăннисене ЧР Вĕренÿпе çам­рăксен политикин министерствин тĕп специалист-эксперчĕ И.Степанова, ЧР Вĕренÿ институтчĕн ректорĕ Ю.Исаев саламларĕç. Кашни номинацирех ачасен пултарулăхне жюри членĕсем хакларĕç. Вĕсем хушшинче паллă сăвăç С.Асамат, халăх артистки Л.Попова, паллă юрăç Т.Ишмуратова, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чă­ваш патшалăх педагогика институ­чĕн чăваш тата вырăс филологи факультечĕн деканĕ Т.Денисова тата ыт­тисем те пулчĕç.

Фестивале Вăрмар район ачисем те хутшăнса призерсем пулса тăчĕç. Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 2 класра вĕренекен Моисей Моисеев /сăнÿкерчĕк çинче/ «Янра, чăваш юрри» номинацинче, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 4 класра вĕренекенсем «Чăваш ташши» номинацинче палăрчĕç.

Сăмах май каласан, Моисей кăçал район шайĕнчи «Илемлĕ юрă» тата «Патриотизмла юрă» конкурссенче те çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Моисей шкулта «Музыка калейдоскопĕ» кружока юратсах çÿрет. Кружок членĕсем конкурссенче те, шкулта, ялта пулса иртекен мероприятисенче, тĕрлĕ уявсенче, ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсенче те питĕ активлă. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче пирĕн шкулта районти вĕрентÿ учрежденийĕсен директорĕсемпе вĕсен заместителĕсен икĕ семинарĕ иртрĕ. Кунта та пĕчĕк артистсем семинара килнĕ хăнасене хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç.

«Манăн ÿссен артист пулас килет, пысăк сцена çинче юрласа халăха савăнтарăттăм», — тет Моисей Чăваш наци радиовĕн апрелĕн 14-мĕшĕнче тухнă «Шăпăрлансем» передачинче. Артист пулас ĕмĕтпех ĕнтĕ кăçал районти пуçламăш класс ачисен «Театр» наукăпа практикăлла конференцийĕнче «Пирĕн ентеш — чăваш халăх артистки Г.Н.Пуклакова» ĕçпе хутшăнса çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.

Çапла пултаруллă ача çитĕнет Шăхаль ялĕнче, вăл хăйĕн ĕмĕчĕсене пурнăçласса шанатпăр.

С.ДОЛГОВА, вĕрентекен.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика