хАпрель уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарта Я.Ухсай ячĕллĕ Культура кер­ме­нĕн­че професси ăсталăхĕн конкурсĕсенче çĕнтернĕ педагогсемпе воспитательсене савăнăçлă лару-тăрура чысланă. Çĕнтерÿçĕсен шутĕнче Вăрмар районĕнчи «Родничок» ача сачĕн воспитателĕ Антонина Юнатанова та пулчĕ. Вăл «Çулталăк воспитателĕ-2019» респуб­лика шайĕнчи конкурс çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Вăрмар район историйĕнче çакăн пек çитĕнÿ пĕрремĕш хут пулнине палăртмалла.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев çĕнтерÿçĕсене ăшшăн саламланă, хăйсен ĕçне яваплăха туйса пурнăçланăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

Çулталăкри чи лайăх воспитатель ята тивĕçнĕ Антонина Юнатановăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 100 пин тенкĕлĕх премине парса хавхалантарнă.

Антонина Анатольевна Узбекистан Республикинче Фергана хулин­че çуралса ÿснĕ, ашшĕ-амăшĕ унăн вы­рăссем. Ферганăри педагогика кол­леджĕнчен вĕренсе тухнă, ача садĕнче музыка руководителĕ, çав вă­хăтрах музыка шкулĕнче сĕрме купăспа /скрипка\ калама вĕрентекен преподаватель пулса ĕçленĕ. 2008 çулта Антонина Анатольевна мăшăрĕпе Владислав Гавриловичпа, пĕрремĕш ывăлĕпе Ильяпа Вăрмар районне куçса килеççĕ.

2014 çултанпа А.Юнатанова Вăрмар районĕнчи «Родничок» ача садĕнче вăй хурать. Ача сачĕ мĕн уçăлнăранпа. Ĕçленĕ вăхăтрах çамрăк хĕрарăм И.Я.Яковлев ячĕл­лĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче шкул çулне çитмен ачасен педагогикин факультетĕнче заочно аслă пĕлÿ илет. Районта çĕнтернĕ хыççăн Антонина Анатольевна иртнĕ эрнере республика шайĕнче 3 куна пынă хĕрÿ конкурсра тупăшнă. Пĕрремĕш кунне палăртнă темăпа конкурсантсен сочинени çырмалла, педагогсемпе мастер-класс ирттермелле пулнă. Иккĕмĕш кунне палламан ачасемпе мероприяти ирттернĕ. Виççĕмĕш кунне «Мой успешный проект» презентаци-доклад урлă ĕç опычĕпе паллаштарнă. Çак кунах «Професси калаçăвĕ» ток-шоуна хутшăнса воспитателĕн професси аталанăвĕнчи актуаллă ыйтăвĕсем тата аталану çул-йĕрĕ çинчен хăйсен шухăшне пĕлтернĕ. Жюри членĕсем кашни кон­курса хакланă хыççăн чи нумай балл пухаканни шăпах та А.Юнатанова килсе тухнă. Ăна конкурсра хавхалантарса тăма Вăрмар ра­йонĕнчен ятарлă ушкăн та хутшăннă. Вăрмар район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ Н.Иванова, «Родничок» ача сачĕн заведую­щийĕ М.Иванченко, аслă воспитатель Н.Семенова, ра­йонти вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюз организаци­йĕн председателĕ Е.Николаева тата ыттисем те.

Республика шайĕнчи конкурсра çĕнтерме çăмăл мар. Вăрттăнлăхĕ вара — Антонина Анатольевна хă­йĕн ĕçне чунтан пурнăçланинче, ачасене юратнинче, коллектив хавхалантарнинче. Конкурсра та вăл хăйне хăюллăн тытнă, жюри членĕсем умĕнче те ансат та ăнланмалла чĕлхепе, кĕскен калаçнă, илĕртÿллĕ тĕслĕхсемпе çирĕп­летсе пынă. Çамрăк воспитатель çак çитĕнÿ ача сачĕн пур коллективăн пысăк пулăшăвĕсĕр пулман пулĕччĕ тет. Малашне те вăл хă­йĕн ĕçне шкул çулне çитмен ачасемпех тăсасшăн, çак çитĕнÿ çинче кăна чарăнса тăрасшăн мар.

Кĕркунне вара Антонина Анатольевнан, республика шайĕнчи çĕнтерÿçĕ пулнă май, «Çулталăк воспитателĕ–2019» конкурсăн Мускавра иртекен федераци шайĕнчи ăмăртăвне хутшăнмалла пулĕ.

Антонина Анатольевна мăшăрĕпе Владислав Гавриловичпа 3 ывăл çитĕнтереççĕ: Илья, Рома, Иосиф. Ашшĕпе амăшĕ ачисене тĕрĕс-тĕкел воспитани парассишĕн тăрăшаççĕ.

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика