IMG 6971Район аграрийĕсемшĕн хĕрÿ ĕç тапхăрĕ пуçланчĕ. Хуçалăхсем умлă-хыçлă хăйсен хурçă учĕсене çурхи акана кăларма тытăнчĕç. Ку хутĕнче те чи малтан пирĕн районта акана Кĕлкешри «Ямуков Г.Н.» хресчен—фермер хуçалăхĕнче тухрĕç.

Хуçалăхра хĕрÿ ĕç вăхăчĕ пырать. Кунти лару-тăрупа пире Геннадий Николаевич Ямуковăн тăван шăллĕ Валерий Николаевич паллаштарчĕ. Пиччĕшĕпе шăллĕ хуçалăх йĕркеленнĕренпех алла-аллăн, пĕр-пĕринпе канашласа туслă ĕçлесе пурăнаççĕ, хуçалăха çирĕп алăра тытаççĕ.

Кĕрхи культурăсем 500 гектар çĕр лаптăкĕ çинче аванах хĕл каçнă темелле. Вĕсене аммиак селитрипе апатлантарнă ĕнтĕ.

Çурхисене /тулă, урпа\ кăçал 350 гектар çинче акма палăртнă. Владимир Обручков механизатор çĕре культиваторпа сухалать. Ун хыççăн «Кировец» çĕнĕ йышши трактор хыçне сеялка кăкарса уйра Вадим Егорович Степанов механизатор урпа акса пырать. Сеялка çинче ăна Альберт Сорокин пулăшать. Юрий Власов, Алексей Михайлов уя акмалли вăрлăх, вăрлăхпа пĕрле удобрени турттарса тăраççĕ. Кунта ĕçлекенсем çинчен сахал мар çырнăран хаçат вулаканĕсем вĕсене сăнран та, ячĕсенчен те лайăх палласа çитрĕç пулĕ, мĕншĕн тесен пурте вĕсем ху­çалăхра нумайшар çул ĕçлеççĕ. Тырă акакан техникăна ĕçлеттере­кен В.Степанов «Ямуков Г.Н» хресчен-фермер хуçалăхĕн шанчăклă ĕçченĕ. Хуçалăха Геннадий Николаевичăн ашшĕ Николай Тимофеевич ертсе пынăранпах вăй хурать Ямуковсем патĕнче.

Уяр çанталăкăн кашни минучĕ шутра. Ирпе ирех тухаççĕ те мĕн тĕттĕмленичченех ĕçлеççĕ уйра ака­кансем. Хуçалăхра ĕçлекенсене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Валерий Николаевич вăхăт çитсен акакансем патне хăйех вĕри апат илсе çитерет.

Анлă уй-хирте хăватлă çĕнĕ йышши хĕрлĕ тĕслĕ «Кировец» трактор шавсăр ĕçлесе хăй хыççăн тырăпа акăннă çĕре йĕрлесе пырать. Кăпăшка хура тăпра çийĕн утнă май çĕр пиçсе çитни палăрать. Тÿрем вы­рăнта çĕр чи малтан пулса пырать. Хресчен-фермер хуçа­лăхĕн­че пĕр ушкăнĕ тырă акнă вăхăтра хĕрарăмсен ушкăнĕ складра çĕрулми вăрлăхĕ хатĕрлет. Виççĕмĕшĕсем акана тепĕр тракторне илсе тухма хатĕрлерĕç. Иккĕмĕш хурçă утне хуçалăхри тепĕр шанчăклă механизатора Михаил Васильевич Архипова шанса панă. Çапла харăсах икĕ техникăпа ĕçлесен ĕç хăвăртлăхĕ те ÿсет. Кунта ĕç хăрушсăрлăхĕн нормисене пăхăнса ĕçлеççĕ. «Çурхи кун çулталăк тăрантарать», - текен каларăша тĕпе хурса йĕркеленĕ ку хуçалăхри ĕçе.

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика