Майăн 15-мĕшĕнче Вăрмар районĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн 2018 çулхи ĕçĕ-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕ; республикăри ачасемпе çамрăксен çуллахи каникул вăхăтĕнчи канăвне йĕркелесси; çурхи уй-хир ĕçĕсем епле пыни — кун йĕркинче çак тата ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусем те пулчĕç.
Пĕрлехи информаци кунне ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Фармация» патшалăх унитари предприятин генеральнăй директорĕ О.Казарина, ЧР çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн заместителĕ Н.Косулин, Федераллă службăн патшалăх статистикин Чăваш Республикинчи территорири органĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Егорова хутшăнчĕç. Яваплă çынсен ĕç кунĕ Вăрмар район пуçлăхĕпе М.Пуклаковпа тата райадминистраци пуçлăхĕпе А.Васильевпа тĕл пулнинчен пуçланчĕ. Унтан вĕсем темиçе ушкăна пайланса районти ял тăрăхĕсенче ĕçлерĕç.
Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев, ЧР çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн заместителĕ Н.Косулин Кĕлкеш ял тăрăхĕнче пулчĕç, унччен маларах вара Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне халалласа ирттернĕ мероприятине хутшăнчĕç. Çак кун район администрацийĕн ЗАГС пайĕн чыслав залĕнче Вăрмар поселокĕнчи 60 çул пĕрле пурăнакан Евгения Михайловнăпа Леонид Андреевич Кугушевсене, Пысăк Енккассинчи 50 çул пĕрле пурăнакан Алевтина Александровнăпа Юрий Никифорович Яковлевсене вĕсен çемьисемшĕн паллă датăсемпе саламларĕç. Çапла информушкăн членĕсен ĕç кунĕ савăнăçлă самантсемпе пуянланчĕ.
Малалла вĕсем Кĕлкеш ял тăрăхĕнчи «Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕç. Кун йĕркинчи тĕп темăсене сÿтсе явнă май ял хуçалăхĕпе çыхăннă ыйтăва уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Палăртнă кун тĕлне районти ял хуçалăх производителĕсем 3832 гектар çинчи кĕрхи культурăсене апатлантарнă /планпа палăртнинчен 76,1 %/, çурхи культурăсене 10130 гектар çинче акнă /92,4%, планпа 10962 гектар çинче акмалла/. Çĕрулми 220 гектар çинче лартнă /33,7%, планпа 652 гектар çинче лартмалла/. Çавăн пекех районта 12 гектар çинче пахчаçимĕç лартнă, техникăлла культурăсене 198 гектар çинче акнă /22,4 %/, 12 гектар çинчи хăмлана çакнă.
Çуллахи каникул çитсе пынă май, ачасен канăвне йĕркелесси — актуаллă ыйту шутĕнче. 2019 çулхи июнĕн 1-21-мĕшĕсенче районти 4 шкул çумĕнче 141 ача çÿремелĕх лагерьсем уçма палăртнă. Июнĕн 6-мĕшĕнчен августăн 12-мĕшĕччен пирĕн районти сывлăха çирĕплетмелли «Романтика» лагерь ачасене йышăнĕ, пĕр сменăра 80 ача канĕ. Майăн 15-мĕшĕнчи даннăйсем тăрăх, «Романтикăна» каймалли 240 путевка пĕтĕмпех вырнаçнă. Тĕлпулура çуркуннехи-çуллахи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес ыйтăва та пăхса тухнă.
Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков тата ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Фармация» патшалăх унитари предприятин генеральнăй директорĕ О.Казарина Кĕтеснер ял тăрăхне çитсе курчĕç. Чи малтан вĕсем ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе О.Николаевпа тата ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç, унтан ялти «Солнышко» ача-пăча садне çул тытрĕç. Вĕсене учреждени заведующийĕ Т.Захарова кĕтсе илчĕ, ача садĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ /сăнÿкерчĕк çинче\. Ача сачĕ 1986 çулта тунă çуртра вырнаçнă. Паянхи кун тĕлне кунта 53 ача çÿрет, 16 ĕçчен тăрăшать. Ача садĕнче воспитанниксен сывлăхне тĕрĕслесе тăракан медработник пур, апатне те çак çуртрах хатĕрлеççĕ, уйрăм котельнăй ача садĕнчи сывлăш температурине кирлĕ пек йĕркелесе тăма май парать. Хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме видеосăнав пур, икĕ хуралçă ĕçлет. Ача сачĕн территорийĕнче тулта та, шалта та тирпейлĕ, таса. Татьяна Ильинична заведующи каланă тăрăх, ашшĕ-амăшĕсем ача сачĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă.
Ольга Николаевна Казаринăн ĕçĕ медицинăпа çыхăннă май информушкăн членĕсем ялти фельдшерпа акушер пунктне те кĕрсе тухрĕç, А.Скворцова аслă категориллĕ фельдшерпа тĕл пулчĕç. Юнашарах 1962 çулта хăпартса лартнă пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çурчĕ вырнаçнă.
Шкул директорĕ М.Краснова пĕлтернĕ тăрăх, кунта 74 вĕренекен пĕлÿ илет, 15 вĕрентекен ĕçлет. Маргарита Вячеславовна шкул ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă хыççăн информушкăн членĕсем кунти коллективпа кун йĕркинчи ыйтусене пăхса тухрĕç. Çавăн пекех вĕсем Кĕтеснер ял тăрăхĕнчи «Яковлев В.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕпе Владимир Николаевичпа калаçрĕç. Çанталăка пула кунта кĕрхи культурăсем 113 гектар çинче тĕп пулнă, çавăнпа В.Яковлев çак лаптăка çурхи культурăсем акассине пĕлтерчĕ. Палăртнă кун тĕлне хуçалăхра çурхисене 300 гектар çинче акнă. Çĕрулми лартма хатĕрленеççĕ.
Çак кун Пĕрлехи информаци кунĕн ыйтăвĕсене Арапуç ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе те сÿтсе явнă. Кунта райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ — организаципе контроль тата кадр ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов, Федераллă службăн патшалăх статистикин Чăваш Республикинчи территорири органĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Егорова ĕçленĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, тĕлупулсем ăнăçлă иртрĕç. Çÿлерех асăннă ял тăрăхĕсенче пурăнакансем информаци кунĕн темисемпе те паллашрĕç, хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусем çине те хуравсем илчĕç.
Н.ШИШКИНА, И.ДАНИЛОВА.