Кашни япалан хăйĕн вăхăчĕ темелле. Хĕл каçсан çул-йĕрсем çинчи путăк-шăтăксене тирпейлемелле. Вырăн-вырăнпа, тахçан сарнă асфальтлă çулсен юсавлăхне кура, çĕнĕренех сарма тивет.
Маларахри çулсенче çак ĕçсене «Чувашавтодор» акционерсен уçă обществин Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство участокĕ /ДРСУ\ йĕркелесе пынă. Самани улшăнса пынă май ку обществăра та çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕчĕç. Пирĕн районти çул-йĕрсене пăхса тăракан строительство участокĕ халĕ «Ликта» тулли мар яваплă оществăна пăхăнса тăрать. Çул-йĕрсем çинче ĕçлемелли тĕрлĕ техникисем те Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство участокĕн /ДРСУ\ территорийĕнче лараççĕ. Кунта паянхи куна строительствăпа монтаж ĕçĕсен мастерĕпе пĕрле 11 çын тăрăшать. Çак бригада хамăр районти тата «Ликта» тулли мар яваплă обществăна кĕрекен ытти районсенчи çул-йĕрсене тирпейлесе тăрассипе те вăй хурать. Акă, нумаях пулмасть вĕсем «Чулкас-Тупах» маршрутлă çула юсассипе ĕçлерĕç. Вăрмар поселокĕнчи Киров урамĕнчен тытăнса «Юность» кафе умне çитиччен асфальтлă çул сарчĕç. Ку ĕçе пирĕн районти строительствăпа монтаж ĕçĕсен мастерĕсем М.Игнатьевпа В.Герасимов ертсе пынипе И.Васильев, А.Ярцев, П.Александров, Э.Лукин, О.Петров, Г.Васильев, А.Яковлев рабочисем, Николайпа Сергей Муланов трактористсем, А.Иванов водитель тата Сĕнтĕрвăрри районĕнчен килнĕ К.Филипповпа К.Жидков рабочисем кĕске вăхăтрах пурнăçларĕç. «Тикĕс çулпа çÿреме те аван, кирлĕ çĕре те вăхăтра çитме пулать. Çак асфальтлă çул умне çитсен чун савăнать. Ытти çул-йĕре те çакăн пек курас килет. Район центрĕнчи çула кăна мар, ыттисене те юсасан аван пулĕччĕ. Яваплă çынсем автоçулпа ытларах çÿрекенсене ăнланасса чунтанах шанатăп. Путăк-шăтăк çулпа тăтăшах çÿресен автомашини те часах çĕмĕрĕлет», - тет вăхăтлăха çул хĕрне чарăннă çăмăл автомашина рульне тытса пыракан /хушаматне калама килĕшмерĕ\. Тĕрĕсех калать. Тикĕс çул пассажирсем турттаракан автотранспортшăн та меллĕ ĕнтĕ. Ялсене куллен кирлĕ таварсене те çăмăллăнах илсе çитерме пулать. Чирлĕ çынсене те туххăмрах больницăна çитерсе сыватса хăварма май килĕ. Çул-йĕр лайăххи яллă вырăнсенче пурăнакансен пурнăç условийĕсене те лайăхлатма пулăшать. Çамрăксем те яла ытларах юлĕç. Кил-çурт та çавăрĕç. Çул-йĕр тикĕс пулни пуриншĕн те лайăх, кăмăла та çĕклет.
А.НИКОЛАЕВА.