img00022018 çулхи майăн 10-мĕшĕнче район администрацийĕнче Вăрмар районĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе тата чрезвычайлă лару-тăрăва сирессипе ĕçлекен ятарлă комиссин черетсĕр канашлăвĕ иртрĕ. Çакă иртнĕ кунсенче Кивĕ Вăрмар ялĕнче пĕр кил хуçалăхра пушар тухнине пула виçĕ çын çунса вилнипе çыхăннă. Канашлăва Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи надзор енĕпе ĕçлекен управленийĕн начальникĕн заместителĕ Н.Петьков, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев, райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Н.Павлов, Вăрмарти 39 номерлĕ пушар чаçĕн начальникĕ С.Алексеев тата ытти яваплă çынсем хутшăннă.

Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев уçрĕ. Вăл майăн 10-мĕшĕнче Кивĕ Вăрмар ялĕнче пĕр хуçалăхра пушар тухнине пула 3 çын çунса вилнине пĕлтерчĕ. Çуллахи вăхăтра пушар тухас хăрушлăх уйрăмах пысăк пулнине каларĕ, çавăнпа та ку енĕпе пысăк тимлĕх уйăрмаллине, Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен профилактика ĕçĕсене уйрăмах вăйлатмаллине палăртрĕ. Пушар тухассин сăлтавĕ чи малтанах çынсен тимсĕрлĕхĕнче. Чылай чухне инкек-синкек эрех-сăра ĕçсе ÿсĕрĕлсе пирус туртнипе пулать. Кивĕ Вăрмарти пĕр хуçалăхра виçĕ çын çунса вилни те çак сăлтавпах пулнине палăртрĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Борисов. Вăл çавăн пекех ял тăрăхĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе тĕрлĕ профилактикăлла ĕçсем туса ирттернине каларĕ. Николай Иванович палăртнă тăрăх, ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсем вырăнта пурăнакан халăхпа тĕл пулса ял тăрăхĕнче пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе калаçусем, йывăр лару-тăрура пурăнакансен кил хуçалăхĕсенче вĕсен хуçисемпе тĕл пулса профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ.

"Сыхланакана Турă сыхлать", - тенĕ ватăсем. Çавăнпа та хамăра хамăр сыхланса пурăнма тăрăшмалла.

Вăрмарти 39 номерлĕ пушар чаçĕн начальникĕ С.Алексеев çуллахи вăхăтра ялсенче кăна мар, уй-хирсенче те типĕ курăка çунтарнине пула пушар тухнă тĕслĕхсем пулнине каларĕ. Çакăнта та уйрăмах пысăк тимлĕх кирлине палăртса хăварчĕ вăл.

Николай Витальевич Петьков каланă тăрăх, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес ыйтăва республикăра пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çавна май кăçалхи апрелĕн 28-мĕшĕнче республика территорийĕнче пушара хирĕç кĕрешессипе уйрăмах çивĕч лару-тăру пулнине палăртнă. Унпа килĕшÿллĕн енчен те вăрмансенче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессин законодательствине пăхăнмасан административлă явап тытма тивĕ. Çавăн пекех вăрман хĕрринче кăвайт чĕртнĕшĕн, çÿп-çап е ытти ăпăр-тапăр çунтарнăшăн, уйсенче типĕ курăка çунтарнăшăн Раççей Федерацийĕн административлă право йĕркине пăсассине хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен Кодексĕн 20.4 статйипе килĕшÿллĕн должноç йышăнакан çынсене - 50 пин таран, юридици сăпатĕнчисене пĕр миллион таран штрафлама пултараççĕ.

Канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май район администрациĕн пуçлăхĕ А.Васильев çуллахи вăхăтра ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ял территорийĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене çирĕп пурнăçласа пымаллине, çанталăк ăшăтса пынă май çынсем шывра путса вилес хăрушлăха сирсе ярассипе профилактика ĕçĕсене уйрăмах вăйлатмаллине каларĕ.

З.ПАВЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика