viПредпринимательсем экономикăна тата обществăри социаллă тăнăçлăха çирĕплетес ĕçе курăмлă тÿпе хываççĕ. Тăван тăрăха аталантарма, ыркăмăллăх пуçарăвĕсене тата социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçлама пулăшаççĕ.

Раççей предпринимательлĕхĕн кунĕ ячĕпе райадминистрацин ларусем ирттермелли залне районти предпринимательсем пĕр çĕре пухăнса торжествăлла мероприяти ирттерчĕç. Малтанах вĕсене район администацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – организаципе контроль тата кадр ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ. «Раççей предпринимательлĕхĕн кунĕнче эпир йывăрлăх умĕнче пуçа усман, хăюллă та пултаруллă, хăйсем çине кăна шанса пурăнакансене чыслатпăр. Вак бизнесра вăй хуракансем пирĕн хушăра сахалах мар, вĕсем район экономикине аталантарассишĕн нумай вăй хураççĕ. Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса параççĕ, халăха кирлĕ таварсемпе тивĕçтереççĕ. Çак ĕçсем пĕтĕмпех предпринимательсем район аталанăвне активлă хутшăннине пĕлтереççĕ те. Сирĕн ĕçĕр малашне те ăнăçса пытăр», – терĕ Николай Анатольевич.

Район администрацийĕн эконо­ми­ка аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ пайĕн начальникĕ Н.Крас­нова паян вак бизнес представителĕсем экономика отраслĕнче пысăк вырăн йышăннине палăрт­са çапла каларĕ: «Вак предпринимательлĕх ĕçĕнче районти 648 уйрăм предприниматель вăй хурать. Ку сферăра пĕтĕмпе 2 пин ытла çын ĕçлет. Хăйсем туса кăларнă производство продукцине 2019 çулхи 1 кварталта 125,5 млн тенкĕлĕх ăсат­нă», – терĕ предпринимательсене ĕçĕнче ăнăçу сунса.

Федераллă налук службин Чă­ваш Республикинчи районсем хушшинчи 7; инспекци руководителĕн заместителĕ С.Савинова тата РФ Пенси фончĕн Куславкка районĕнчи управленийĕн Вăрмар районĕн­чи клиент службин руководителĕ – управлени начальникĕн заместителĕ Т.Васильева предпринимательсене налук тата пенси саккунĕсенчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç. Çавăн пекех предпринимательсене «Росгосстрах» страховани ком­панийĕн Чăваш Енри филиа­лĕн Вăрмар районĕнчи страховани уйрăмĕн начальникĕ И.Алексеева, «Чувашия - Мед» страховани компанийĕн представителĕ Л.Калягина саламларĕç.

Хăйсен ĕçĕнче ырми-канми тă­рă­шакан предпринимательсене ­– ра­йон экономикине аталантарас­сишĕн çине тăрса ĕçлекенсене Раççей предпринимательлĕх кунĕ ячĕпе Вăрмар район администрацийĕн Хисеп грамотисене парса наг­радăларĕç.

Торжествăлла мероприятие вырăнти артистсем татах та илемлĕх кÿчĕç.

Н.ШИШКИНА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика