deti«Эп те пулнă-ши вара пĕчĕккĕ тахçан?» - шăрантарать чăваш эстрадин пĕр паллă юрăçи. Мĕншĕн çаплах тунсăхлать-ши вăл хăйĕн иртсе кайнă ачалăхĕшĕн? Мĕншĕн тесен ачалăх — çын кун-çулĕнчи чи çутă тапхăр. Ача чухне эпир лайăххине кăна ĕненетпĕр, мĕн пуласси пирки шухăшламасăр паянхи кунпа киленетпĕр. Телейлĕ ачалăх ахрăмĕ пурнăçра çул уçса пырать.

Паян эпир Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна паллă тăватпăр. Уяв ячĕпе ĕнер Вăрмар поселокĕн­чи тĕп площадьре хаваслă мероприяти иртрĕ. Ачасем те, аслисем те нумайăн пуçтарăнчĕç кунта. Пухăннисене Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев тата райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ Н.Иванова саламларĕç. Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун — çитĕнсе пыракан ăрăвăн телейлĕ ачалăхĕшĕн пирĕн, аслисен, яваплă пулмаллине аса илтерекен уяв пулнине каларĕç, мĕнпур ачасене çирĕп сывлăх, çуллахи каникулта лайăх канма çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм сунчĕç.

Районти вĕрентÿ учрежденийĕсен воспитанникĕсен, çамрăк талантсен концерчĕ уява килнисене сцена умне пухрĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ тĕслĕ пурăпа асфальта илемлетсе ачасем хăйсен творчествăлла туртăмне палăртрĕç. Çанталăкĕ хĕвеллĕ тăнăран вăйă площадкине те йĕркеленĕ. Ача-пăча кунĕпех хĕвĕшрĕ кунта.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика