«Çын пурнăçĕ ĕçпе илемлĕ, ĕç пур пулсан çын ура çинче çирĕп тăрать», - тенĕ мĕн авалтан. Ĕçлĕ çын ыранхи куншăн та шикленмест, хăйне хăюллă туять.
Çакăн пек çынсенчен пĕри те ĕнтĕ Пысăк Енккассинчи «Сергеев В.М.» хресчен-фермер хуçалăхне тытса пыракан Вячеслав Михайлович. Мĕн çамрăкранах вăл çĕр ĕçĕпе тăрăшать.Тĕрлĕ çĕрте вăй хунă хыççăн хăйне тĕрĕслесе пăхас тĕллевпех хресчен-фермер ĕçне пуçăнать. Малтанах хăй тĕллĕн ĕçлеме пĕрре те çăмăл пулманни пирки палăртать вăл. Ахальтен каламан ĕнтĕ çĕнни пурнăçа йывăррăн кĕрет, тесе.
Фермерта ĕçлес пулсан çын çине шанма çук пулĕ çав, пурне те хăйĕн тумалла. Начальник е инженер, агроном е механик, тракторист-комбайнер, водитель, токарь, сварщик – пур профессине те алла илмелле. Вячеслав Михайлович вара пур ĕçе те пултарать тесе каласан та йăнăшмастăп пулĕ тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен вăл çак ĕçе нумай çултанпах тытса пырать. Кампа, ăçта мĕнле калаçмаллине те лайăх ăнланать. Вĕсен хуçалăхĕнче пулнă вăхăтра ĕç пирки калаçнă май унăн юлташĕсем те нумай пулни палăрчĕ, мĕншĕн тесен хăйне пулăшакансене вăл та яланах кирлĕ вăхăтра пулăшу кÿни çинчен каларĕ.
«Çĕр участокĕ те пысăках мар та – ытларах тăвансемпе, юлташсемпе пĕр-пĕрне пулăшмалла вăй хуратпăр. Айккинчен чĕнсе ĕçлеттерме çăмăлах мар. Хальхи вăхăтра пурĕ 413 гектар çĕрпе усă куратпăр. Унта пĕрчĕллĕ культурăсем 250 гектар çинче çитĕнеççĕ, çав шутра - тулă 100 гектар, урпа 120 гектар. Кĕркунне 50 гектар çинче кĕрхи тулă акса хăварнăччĕ, çуркунне пит лайăхах шăтса тухмарĕç пулин те, халĕ ĕлкĕрсе кайрĕç. Минераллă удобренисемпе апатлантарни те пулăшрĕ пулмалла. Тепĕр 2 гектарĕ çинче çĕр улми лартнă, 30 гектар çинче люцерна çитĕнет. Çитес çул валли кĕрхи культурăсем акса хăварма çĕр хатĕрлемелле. Пур ĕçе те туса ĕлкĕрме çăмăлах мар çав, хăш-пĕр чухне ирхи шуçăмпа тухса тĕттĕмленичченех уй-хиртен кĕме çук. Хальхи вăхăтра çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене çум-курăкран, чир-чĕртен тĕрлĕ им-çамсемпе апатлантаратпăр. Ĕç хăрушсăрлăхĕн нормисене те çирĕп тытса пыратпăр», - терĕ В.Сергеев хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарса.
Эпир вĕсен хуçалăхĕнче пулнă кун, çумăр çуса кайнине пула, сапакан техникисем агрегачĕсемпе пĕрле парк умĕнче ларатчĕç /ÿкерчĕк çинче/. А.Никифоров тракторист çĕр типиччен тесе техникисене унтан-кунтан пăхкаласа çÿретчĕ.
Ял хуçалăхĕнче пĕр ĕçĕ теприне таптаса пырать тенĕ пек кĕçех утă çулма тухасшăн вĕсем. Çĕр ĕçĕпе ĕçлекенĕн пĕр канăç та çук. Апла-и, капла-и - пурпĕрех ĕçлемелле.
А.НИКОЛАЕВА.