IMG 9306Пурнăçра харпăр хăйне килĕшекен профессине тĕрĕс суйласа илме пултарсан пур ĕç те хисеп­лĕ тесе калас килет. Чуна çывăх ĕçре кăна çын хăйĕн телейне тупать. «Светлана» тулли мар явап­лă обществăн руководителĕ С.Белоусова пирки те çак сăмахсенех калас килет.

Вăл ертсе пыракан 80 çынран тă­ракан коллектив пир-авăрпа çăмăл промышленноçăн уявĕ умĕн халичченхинчен те тăрăшуллăрах ĕçленине палăртмалла. Хальхи вăхăтра кунта ĕç тумтирĕсем çĕлеççĕ. Кашни ĕçĕн хăйĕн майĕ — пĕрисем материалсем çине пайсем туса ÿкерсе хураççĕ, тепринче ÿкернĕ пайсене касса тирпейлеççĕ, çĕвĕçĕсен цехĕнче кашни пайне кирлĕ пек çĕлесе çыпăçтараççĕ. Унтан тирпейлĕн майласа чĕркесе хураççĕ. Çапла пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн тухакан хатĕр продукци вара хăйсене кĕтекен çĕре çитме çула тухать. Ăна хамăр региона кăна мар, Мускав таранах ăсатаççĕ. Ял хуçалăх отраслĕнче ĕçлекенсем, строительсем, промышленность предприятийĕсенче вăй хуракансем тата ытти рабочи профессиллĕ çынсем туянаççĕ. «Светланăн» ĕçри ăнăçăвĕ район экономикинче те палăрать, вак тата вăтам бизнесăн инноваци проекчĕсене пурнăçлама пулăшать. Вырăнта пурăнакансене ĕç вырăнĕпе тивĕçтереççĕ. Каникул вăхăтĕнче шкул ачисене те халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă килĕшÿ туса ĕç вырăнĕ тупса параççĕ. Сусăр çынсем те ĕç вырăнĕллĕ пулаççĕ кунта. Ĕç хăрушсăрлăхĕн нормисене те çирĕп тытса пыраççĕ. Коллективра профессие парăнса, яваплăха туйса ырми-канми вăй хуракан, йывăрлăха парăнма хăнăхман çынсем тăрăшаççĕ /ÿкер­чĕк çинче\. «Коллективра пĕрне ырласа теприне хурлама сăлтавĕ те çук, пурте питĕ тăрăшуллă. Ума лартнă тĕллев­сене пурнăçлама пурте кар! тăрса вăй хуратпăр. Хăшĕ-пĕрисемпе 30 çул ытла çума-çумăн ĕçлетпĕр. Тин çеç ĕçлеме тытăннисемпе тата 10 çул ытла вăй хуракансемпе те тахçанах пĕр чĕлхе тупнă. Хамăрăн професиллĕ уяв ячĕпе пурне те ырă сăмахсем кăна калас килет. Ăнăçу пултăр пурин те», - терĕ Светлана Николаевна хăйсен ĕç коллективĕ пирки калаçнă май.

Светлана» тулли мар яваплă общество ырă йăла-йĕркене тытса пырса, ĕçе çĕре ÿкермесĕр пурнăçпа тан утма тăрăшакан отрасль.

А.НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика