097Тем тесен те, хăйĕн пурнăçĕнче медицинăпа тĕлме тĕл пулман çын çĕр çинче çук. Кашниех ĕмĕрĕ вăрăм, сывлăхĕ çирĕп пултăр тесе ĕмĕтленет. Çакăн валли вара чир-чĕртен маларах сыхланатпăр е чирлесе кайсан хă­вăртрах сывалма тăрăшатпăр. Медицина ĕçченĕсене чи хаклине — хамăрăн тата çывăх çыннăмăрсен сывлăхне — шанса паратпăр.

Çулсеренех июнĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче çĕршыври медицина ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Медицина ĕçченĕн кунĕ тухтăрсен уявĕ кăна мар, çавăн пекех фельдшерсен те, медсестрасен те, кĕçĕн персоналăн та. Уяв уявпа, анчах çак кун вĕсенчен нумайăшĕ хăйсен ĕç вырăнĕнче пулĕç.

Медицина ĕçченĕн кунĕ ячĕпе районти культура çуртĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Хăйсен професси уявне паллă тума Вăрмар районĕнчи тĕп больницăн ĕçченĕсемпе тивĕçлĕ канăва тухнă ветеранĕсем йышлăн пухăнчĕç кунта.

Ăшă та ырă сăмахсемпе районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Н.Мефодьева тухса калаçрĕ. Уяв ячĕпе саламланă май пурнăçне сывлăх сыхлавне халалланă кашни ĕçчене хăйсен тивĕçĕсене пысăк явап­лăхпа пурнăçланăшăн, районта пурăнакансен сывлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнăшăн тав турĕ. Çавăн пекех вăл районти тĕп больницăн пĕтĕмĕшле практика врачне Т.Петровăна «Чăваш республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ятпа саламларĕ. Тепĕр ырă хыпар та — Мăнçырмари фельдшерпа акушер пункчĕ хăйĕн кăтартăвĕсемпе рес­публикăра чи лайăххи пулса тăнине — пĕлтерчĕ.

Пухăннисене саламланă çĕре райадминистраци пуçлăхĕ А.Васильев та хутшăнчĕ. «Ĕçе килнĕ чухне те, ĕçрен киле кайнă чухне те кăмăл-туйăмăр ырă пултăр, çăмăл мар ĕçĕрте хăвăртан мĕн килнине туллин пурнăçлама çирĕплĕхпе чăтăмлăх сунатăп», — терĕ вăл.

Медицина ĕçченĕсене Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин представителĕ В.Зверева, районти медицина ĕçченĕсен профсоюз комитечĕн председателĕ М.Петрова та ăшшăн саламларĕç.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе професси уявĕнче хăйсен ĕçĕнче ырăпа палăрнисене чыслаççĕ. Асăннă мероприятинче те çаплах пулчĕ. Районти сывлăх сыхлавĕн чи пултаруллă, чи активлă, чи хастар ĕçченĕсене чаплă лару-тăрура хисеплĕ наградăсем пачĕç.

Районти тĕп больницăн врачĕсене М.Александровăна, И.Пет­ровăна, А.Семеновăна РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин Тав çырăвĕсемпе наградăларĕç. О.Константинова врач тата Ф.Васильева медицина сестри-анестезиолог ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотисене, Л.Ва­сильев рентгенолаборант ЧР Сыв­лăх сыхлавĕн министерствин Тав çырăвне тивĕçрĕç. Вăрмар ра­йон администрацийĕн, районти тĕп больницăн тата профсоюзăн Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене илнисем те йышлăн пулчĕç.

Мероприятине малалла уяв концерчĕ тăсрĕ. Ыттисемпе пĕрле сцена çинче районти тĕп больницăн чи талантлă ĕçченĕсем те юрларĕç, чирлĕ çынсене сыватма пултарнине кăна мар, юрра-ташша та «çăлтăрсенчен» кая мар ăста пулнине çирĕплетрĕç. Концерт пурте пĕрле медицина ĕçченĕсен гимнне юрланипе вĕçленчĕ.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика