TV

Июнĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Медицина ĕçченĕсене чысланă савăнăçлă мероприятине хутшăннă. Михаил Игнатьев медицина организацийĕсен сотрудникĕсене хăйсен ĕçне яваплăхпа пурнăçланăшăн, республикăра пурăнакансен кун-çулне вăрăмлатассишĕн тăрăшнăшăн тав тунă, уяв ячĕпе саламланă. Медицинăри чи пултаруллă ĕçченсене вăл наградăсемпе чысланă.

Чыслава тивĕçнисен шутĕнче Вăрмарти тĕп больницăра пĕтĕ­мĕш­ле практика врачĕ пулса ĕçлекен Татьяна Валентиновна Пет­рова /ÿкерчĕк çинче\ та пулчĕ. Сыв­лăх сыхлавĕнчи тава тивĕçлĕ ĕç­семшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Татьяна Валентиновнăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ят панă. Эпир те ăна çак ятпа саламлатпăр!

Хисепе тивĕçнĕ тухтăр И.Н.Улья­нов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен «Сывату ĕçĕ» специ­альноçпе вĕренсе тухнă. 1981 çултанпа Вăрмарти тĕп больницăра малтан терапевт, унтан пĕтĕмĕшле практика врачĕ пулса ĕçлет. Меди­цинăри ĕç стажĕ 38 çул! Т.Петрова пĕрремĕш квалификаци категорийĕнчи врач. Тухтăр тивĕçне пурнăçласа медицина сестрисемпе пĕр­­­ле районти 9 ял халăхĕн /вĕсенче 2504 çын пурăнать/ сывлăхне тĕрĕслесе тăрать. Татьяна Валентиновна медицина династине тăсаканĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ Мария Ивановнăпа Валентин Макарович Московкинсем иккĕшĕ те Вăрмарти тĕп больницăра стоматологсем пулса ĕçленĕ. Аслашшĕ, Чашламара пурăннăскер, тĕрлĕ сип­лĕ курăксем пуçтарса килте йышăнса çынсене сыватнă. Татьяна Валентиновнан аппăшĕ Ольга Валентиновна Московкина та пĕтĕмĕшле практика врачĕ. Пĕр больницăра, пĕр хутра, çума-çумăнах ĕçлеççĕ аппăшĕпе йăмăкĕ. Хисепе тивĕçнĕ тухтăрăн мăшăрĕ те Виктор Геннадьевич хăйне çынсен пурнăçне çăлса хăварассине халалланă пулнă, шел пулин те, район çыннисемшĕн пысăк çухату пулчĕ — вăл вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Унăн пĕртă­ван йăмăкĕ Кÿкеçре врачра ĕçлет. Амăшĕ шăл тухтăрĕ пулнă, ашшĕ те медицинăра вăй хунă. Татьяна Валентиновнăн мăшăрĕн аслашшĕ те фельдшер пулса вăй хунă. 2016 çулта Московкинсен ĕç династине тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн, ĕçри йăла-йĕркесене упраса хăварса аталантарнăшăн, çитĕнекен ăрăва ĕçе хисеплеме вĕрентнĕшĕн ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Тав çырăвĕ панă, Татьяна Валентиновнăна алла çыхмалли сехет парнеленĕ. Çак сехете ырă туйăмсемпе паянхи кун та алла çыхса ĕçе çÿрет вăл. Т.Петрова пациентсене ăш-пиллĕн йышăнать, чирленĕ вăхăтра епле йывăр пулнине туйса эмелпе те, сăмахпа сыватма тăрăшать. Çынсене пурнă­çĕнчи чи хак­лă туприне сыхласа хăварма, ăна çирĕплетме пулăшма пултарнăшăн хăйĕн ăшĕнче чунтанах савăнать сăпайлă тухтăр. Сывлăх сыхлавĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн 2000 çулта Татьяна Валентиновна ЧР Сывлăх сых­лавĕн, 2010 çулта РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствисен Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Ĕçри çитĕнÿ пĕччен вăй хунипе пулмасть, коллективра пĕр-пĕринпе туслă, ки­лĕш­терсе ĕçленинчен нумай килет. Хăйĕн ĕçне çÿллĕ шайра хак­ланăшăн, хисепленĕшĕн районти тĕп больница руководствине, коллективне чунтан тав тăвать вăл.

Юратнă ĕç пурри, ывăлĕпе унăн çемйи ăна малашнехи пурнăçра хавхалантарса пыраççĕ. Çынсен сывлăхĕшĕн тимлекен тухтăра хăйне те çирĕп сывлăх сунатпăр!

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика