77

Юлашки çулсенче пирĕн республикăра, çав шутра Вăрмар районĕнче те, çĕнĕ йышши фельдшерпа акушер пункчĕсем хута ярассипе активлă ĕçлеççĕ. Акă 2016 çул вĕçĕнче хута кайнă Мăнçырмари ФАП, унăн ĕçченĕсем республикипех палăрма та ĕлкĕрчĕç. Паллах лайăххипе. «Чă­ваш Рес­публикинчи сывлăх сыхлавĕн чи лайăх учрежденийĕ — 2019» конкурса хутшăнса «Чи лайăх фельдшерпа акушер пункчĕ» номинацире çĕнтерчĕ вăл.

Унăн заведующине Галина Витальевнăна /ÿкерчĕк çинче\ çак кунсенче Шупашкарта медицина ĕçченĕсене чысланă уявра ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Викторов Диплом парса чысларĕ.

Конкурса хутшăннă май ФАПсен тĕрлĕ енлĕ ĕçне хакланă. Чи малта­нах ял халăхне диспансеризаци кăларнине, çынсем флюорографи тĕрĕслевĕ тухнине, прививкăсем тă­вассине еплерех пурнăçланине шута илнĕ. Ку енĕпе, килрен-киле çÿресе медицина пулăшăвĕ парассипе, ăнăçсăр çемьесенчи лару-тăрăва уçăмлатассипе активлăх кăтартнипе тата ыттипе те палăрнă Мăнçырмари ФАП ĕçченĕсем.

ФАП заведующийĕ Галина Витальевна хăй Мăнçырма хĕрĕ. Ялти шкул хыççăн Канашри медицина училищинче медсестрана вĕренсе тухать. Ун хыççăн Красноармейски районĕнчи поликлиникăра вăй хурать. 2001 çултанпа вара тăван районта ĕçлеме тытăнать. Малтан Çĕнĕ Вĕренерти фельдшерпа акушер пунктĕнче, 2006 çултанпа вара — Мăнçырмаринче. Хăйĕн ĕçне тулли кăмăлтан юратса пурнăçлать вăл. Унпа пĕрле ФАПра Наталья Витальевна Макарова акушерка, тирпей-илем кĕртекен Наталия Николаевна Шавырина тăрăшса ĕçлеççĕ. Пĕчĕк коллектив туслă пулни урамранах курăнать. Медицина учрежденийĕ умĕнче тĕрлĕ-тĕрлĕ илемлĕ чечексем ешереççĕ. Чечек калчисене те çуркунне хăйсемех лартса çитĕнтереççĕ вĕсем. Галина Витальевна ĕçе кулленех савăнăçлă туйăмпа çÿрет. Ялта та ăна хисеплеççĕ. «Ватă çынсене итлеттерме çăмăлрах, вĕсем мĕн хушнине вăхăтра тума тăрăшаççĕ. Çамрăксене вара диспансеризаци е флюорографи тухмаллине, больницăна каймаллине асăрхаттарсах тăмалла. Темиçе хутчен каламасăр та сывлăхне тĕрĕслеттерме васкамаççĕ. Харпăр хăй сывлăхĕ çине вăхăтра тимлĕх уйăрмалла вĕт», — каласа парать фельдшер. Тин çуралнă ачасенчен пуçласа ватăсем таранчченех пăхса тăмалла ялти медработниксен. Кирлĕ вăхăтра пулăшу памалла. Мăнçыр­ма, Çĕнĕ Шулхан ялĕсенчи 1085 çынна пăхса тăраççĕ ФАП-ра.

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика