Вăхăт пĕр сисĕнмесĕрех иртет. Акă шкулпа сывпуллашмалли вăхăт та çитрĕ. Ăсату каçĕ пĕр вăхăтрах савăнăçлă та кăштах тунсăхлă уяв. Ĕнер кăна шкул ачи пулнă çамрăксен пĕр класра пĕлÿ пухнă юлташĕсемпе, тăван пекех çывăхланса çитнĕ вĕрентекенсемпе уйрăлмалла...
Июнĕн 25-мĕшĕнче пирĕн районти вăтам пĕлÿ паракан пур шкулсенче те ăсату каçĕсем иртрĕç. Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта та çак ятпа мероприяти пулчĕ. Шкултан вĕренсе тухакансене уяв ячĕпе Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕн заместителĕ С.Уливанова, Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Александрова саламларĕç. Шкул директорĕ Г.Архипова выпускниксене пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма, палăртнă тĕллевсене пурнăçлама ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕ. Кăçал Пысăк Енккассинчи вăтам шкултан, 11-мĕш класран, 17-ĕн вĕренсе тухрăмăр. Кÿршĕллĕ ялсенчен — Пысăк Енккасси, Карăкçырми, Саруй, Уйкас, Пинер, Вăтакас, Çÿлти тата Çĕнĕ Кинчер ялĕсенчен пĕр шкула, пĕр класа пуçтарăнса Галина Васильевна Алексеева класс руководителĕ ертсе пынипе туслă пулса, тăрăшса вĕрентĕмĕр.
Чи асра юлмалли тата пăлханмалли самант вăл пирĕншĕн – шкултан вĕренсе тухакансемшĕн атте-аннесем, вĕрентекенсем умĕнче вăтам пĕлÿ илни çинчен калакан аттестата алла илесси пулчĕ. 17 шкул ачирен пĕрин хыççăн тепри кашниех аттестат илме хумханса сцена çине хăпартăмăр. Пирĕн хушăра шкула «Вĕренÿри уйрăмах пысăк çитĕнÿсемшĕн» медальпе вĕренсе тухакан та пулчĕ. Ку вăл Çÿлти Кинчер ялĕнчи Дмитрий Сергеев пулчĕ. Пур енчен те пултаруллă каччă. Унсăр пуçне тата тепĕр 4 çамрăк алла аттестат «с отличием» илчĕ. 11-шĕ «4» тата «5» паллăллă аттестатсемпе шкул пĕтерчĕ. Чи нумай балл пухаканĕ Вăтакасри Вера Зарева пулчĕ. Вырăс чĕлхипе иртнĕ Пĕрлехи патшалăх экзаменĕнче вăл 94 балл пухма пултарнă. Маттур! Ытти ачасем те лайăх результатсемпе палăрчĕç.
Выпускниксем, эпир, уява хутшăннă атте-аннесене, педагогсене, хăнасене музыка номерĕсемпе савăнтартăмăр. Класпа тул çутăлнине те кĕтсе илтĕмĕр. Ăсату каçĕ чылайлăха пирĕн асра юлĕ, шкулти туслăха аса илтерĕ. Сывă пулăр, юратнă шкул, юратнă вĕрентекенсем! Тавтапуç сире! Халĕ эпир пурнăçăн аслă çулĕ çине тухатпăр. Умра пире çĕнĕ тĕллевсемпе çĕнĕ çитĕнÿсем кĕтессе шанатпăр!
Е.РИМАНОВА.
Çĕнĕ Кинчер ялĕ.