IMG 0664

 

Мăнçырма ялĕнче июлĕн 9-мĕшĕнче çак ялта çуралса ÿснĕ Алексей Трофимова асăнса велосипедпа чупса маунтинбайк кросс-кантри енĕпе Пĕтĕм Раççейри ăмăртусем иртрĕç. Кăçал вăл 22-мĕш хут пулчĕ.

Ăмăртăва 11 тĕрлĕ ушкăнри ÿсĕмсенчен 100 ытла спортсмен хутшăнчĕ. Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчи, çавăн пекех Патăрьел районĕнчи, Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хулисенчи, Тутар, Удмурт Республикисенчи, Самарăпа Чулхула облаçĕсенчи велосипедистсем хутшăнчĕç. Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ, Пĕтĕм Раççей категори­йĕнчи судьян С.Архиповăн сасси пур спортсмена та пĕр çĕре пухрĕ. Велосипедистсем пĕр рете тăрса тухрĕç, хаваслă хăйсем. Малтанах вĕсене район администраци­йĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ Н.Павлов сăмах илсе саламларĕ. Сăмах май каласан, вăл хăй те мĕн ачаранах спортпа туслă, велосипедпа та сахал мар ăмăртусене хутшăннă. Халĕ те тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса ырă тĕслĕх кăтартать. Çавăн пекех велосипедистсене район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ А.Григорьева, Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ Г.Васильев ăмăртура ăнăçу сунчĕç. Ăмăрту Раççей тата Чăваш Республикин гимнĕсене итленинчен пуçланчĕ. Малалла пурте Мăнçырма ялĕнчи тарăн çырмара ăмăрту валли ятарласа хатĕрленĕ вырăналла çул тытрĕç. Çакăнтан пуçланчĕ велосипедистсен хĕрÿ ăмăртăвĕ. Малтанах кĕçĕнрех çулхи ачасем ăмăртăва тухрĕç. Унтан аслăрах çулхисем. Вĕсене ашшĕ-амăшĕсемпе курма килнисем хавхалантарса тăчĕç. «Настя, Сергей, Георгий, Маша...» янăраса тăчĕ сасă. Тара ÿкнĕ ачасем пĕрин-хыççăн тепри вăшлаттарса иртсе каяççĕ. Вĕсен ăмăрту йĕрĕ пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Хавхалануллă иртрĕ ăмăрту. Чи вăйлисемпе хăвăрттисем малти вырăнсене çĕнсе илчĕç. Вĕсене медальсемпе дипломсем парса хавхалантарчĕç. Пысăк тупăшу хыççăн ял праçникĕ пуçланчĕ. Кунта суту-илÿ пычĕ, тĕрлĕ вăйă аттракционĕсенче ача-пăча сасси кĕрлерĕ. Шашлăк шăрши таврана сарăлчĕ, ачасем Тутар Республикинчен килнĕ хитре илемлетнĕ лаша тавра та хĕвĕшрĕç, юрă-кĕвĕ таврана саланчĕ.

Хуть те мĕнле ăмăрту та, уяв та пулăшу кÿмесĕр иртеймест. Мăн­çыр­мари çак пысăк мероприятине ирттерме «Дом паркета» холдинг президенчĕ Ю.Афанасьев, Мус­каври строительство компани­йĕн генеральнăй директорĕ В.Ива­нов, Шупашкарти «Системпром» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕн заместителĕ В.Афа­насьев, «Ямбурггаздобыча» тулли мар яваплă обществăри цех мастерĕ А.Кузнецов, Вăрмар районĕнчи лавкка сечĕсен водителĕ Н.Дмитриев пысăк пулăшу панă. Ял çыннисем вĕсене хисеплесе уяв пулакан вырăнта ячĕсене çырса ятарласа пысăк стенд туса хатĕрленĕ. Ял халăхне савăнăç парнелекенсен хăйсен те ĕçĕ ăнăçтăр, теççĕ вĕсем хавхаланса.

А.НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика