VoOHkbc1Ito

Иртнĕ кунсенче почта ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç.

Çавна май почта ĕçченĕсене тивĕçлĕ ĕçшĕн тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе чысларĕç. Вăрмарти почтамт начальникне С.Риманова, 1-мĕш класслă сортировщике И.Андреевăна РФ Çыхăнупа массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотисемпе, 1-мĕш класлă сортировщике А.Михайловăна «Раççей Почти» ФПУП генеральнăй директорĕн Тав хучĕпе, Вăрмарти почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн начальникне Л.Сергеевăна ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотипе, Энĕшпуçĕнчи почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн начальникне Н.Яковлевăна ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн Тав хучĕпе чысланă. Унсăр пуçне Вăрмарти почтамт начальникне Сергей Иванович Риманова Мускава кайса Раççей почти кунĕ ячĕпе Патшалăх Кремль керменĕнче иртнĕ пухăва тата концерта хутшăнма хавхалантарнă. Раççейри 6 пине яхăн почта ĕçченĕ пуçтарăнннă кунта. Чăваш Енрен почта çыхăнăвĕн чи лайăх 10 ĕçченĕ хутшăннă /ÿкерчĕк çинче/.

Нумай ĕмĕре тăсăлакан кун-çуллă почта çыхăнăвĕ хальхи вăхăтри технологисемпе усă курса, тухăçлă, пуриншĕн те шанчăклă та юрăхлă çыхăну мелĕ. Почта пулăшăвĕн йăлана кĕнĕ тĕсĕсен кал-кал аталанăвĕпе пĕрлех цифра технологийĕсем те хастарлăн ĕçе кĕреççĕ. Паян ялти çыхăну уйрăмĕсенче те финанс тата банк пулăшăвĕсемпе пĕр чăрмавсăрах усă курма пулать, таварсемпе пулăшу ĕçĕсемшĕн укçасăр тÿлесе татăлма та май пур. Поч­тальонсене куçăмлă тÿлев-касса терминалĕсемпе тивĕçтернĕ, çав­на май ял çыннисем халĕ таварсемпе пулăшу ĕçĕсемшĕн почта уйрăмĕнче çеç мар, çавăн пекех килĕн­че те тÿлесе татăлма пултараççĕ.

Районти «Хĕрлĕ ялав» хаçата 2019 çулхи иккĕмĕш çур çуллăха çырăнтарассипе Чулксари, Шăхалĕнчи, Аслă Чакри çыхăну уйрăмĕсем палăрчĕç. Вĕсем плана ирттерсе тултарнă. Хальхи вăхăтра килтен тухмасăр хаçат-журнала интернет урлă podpiska.pochta.ru сайт­ри онлайн сервис урлă çырăнса илме тата уншăн тÿлесе татăлма пулать.

Раççей почтин Чăваш Енри филиалĕ, почта çыхăнăвĕн районсенчи уйрăмĕсем республика цифра хыпарлавĕ çине куçнă чухне пысăк пулăшу кÿчĕç. Цифра сигналне йышăнмалли оборудование сарассине почта тивĕçтерчĕ — ăна кашни çыхăну уйрăмĕнчех туянма майсем туса панă, çавăн пекех почтальонсем урлă. Вăрмар районĕ цифра телекуравĕ çине куçнă май ра­йонти почтамт халăха цифра сигналне йышăнакан 214 оборудовани сут­нă. Ку енĕпе уйрăмах Энĕшпуçĕнчи çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Надежда Васильевна Яковлева палăрнă — 33 приставка сутнă. Аналоглă телекурава сÿнтернĕ пулин те приставка е антенна туянса ĕлкĕрейменнисем валли почта уйрăмĕсенче тавар ассортименте сыхласа хăварнă.

Цифра технологийĕсем вăя кĕрсе пыраççĕ пулин те, пирĕн почтальонсем малтанхи пекех кирлĕ çынсем.

Вăрмарти почтамт начальникĕ С.РИМАНОВ: «Вăрмар районĕнчи мĕнпур почтальонпа оператора, сортировщикпе водителе, почта çыхăнăвĕн тĕрлĕ шайри специалисчĕсене Раççей почти кунĕ ячĕпе саламлатăп, профессири пысăк ăсталăхшăн, ĕçченлĕхшĕн тата хăвăрăн ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынăшăн чĕререн тав тăватăп. Çавăн пекех Вăрмарти почтамтпа тачă çыхăну тытса, ăнланса ĕçлекен районти предприятисемпе организацисене, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче вăй хуракансене, поч­та клиенчĕсене чунтан тав тă­ватăп. Малашне те пĕрле ĕçлесе пурăнасчĕ».

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика