Кирек мĕнле экзамен та ачасен пĕлÿ шайне, вĕрентекенсен профессионализмне, шкулти вĕрентÿ тытăмĕн эффективлăхне тĕрĕслемелли çăмăл мар тапхăр. Кунта тÿрех паллă — выпускниксенчен кам хăйсен пуласлăхĕн çирĕп никĕсне хывса хăварас тĕлĕшпе чăннипех тăрăшса вĕреннĕ, кам вара вĕренÿ çине çăмăлттаййăн пăхнă.
9-мĕш класран вĕренсе тухакансем патшалăхăн тĕп экзаменĕсене, ОГЭ, тытрĕç. Ачасем хушшинче 4 предмечĕпе те чи çÿллĕ балл илнисем те пур. Вĕсенчен пĕри — Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Евгения Краснова.
Евгения кадет класĕнче ăс пухать, ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ, вĕренÿре те, спортра та малтисен ретĕнче, тĕрлĕ шайри конкурссен çĕнтерÿçи, шкулăн обществăлла пурнăçĕнче активлă, чĕр чунсене юратать, çут çанталăк ыйтăвĕсемпе кăсăкланать, «Степ» ташă студине, бассейна çÿрет. Эпир çак пултаруллă хĕр ачапа тĕл пулса калаçрăмăр.
— Евгения, патшалăхăн тĕп экзаменĕсем хыçа юлчĕç. Мĕнлерех кăмăл-туйăм хăварчĕç вĕсем санра?
— ОГЭ — пирĕн пурнăçри пĕрремĕш çирĕп тĕрĕслев, çак вăхăтра эпир 9 çул хушшинче илнĕ пĕлĕве пĕтĕмлететпĕр. Вĕрентекенсем пирĕнпе, 9-мĕш класс выпускникĕсемпе, хăйсене шеллемесĕр ĕçленине, атте-аннесем те экзаменсене хатĕрленме пулăшнине палăртса хăварас килет.
Эпĕ математикăпа вырăс чĕлхисĕр пуçне биологи тата хими предмечĕсемпе экзамен тытрăм. Унччен чылай малтан хатĕрленме пуçларăм. Экзаменра мĕнле ыйтусем пуласса маларах пĕлместпĕр-çке, çавăнпа шкулта та, килте те вăхăта сая ямасăр кашни темăна шĕкĕлчесе тĕпчерĕм. Кăштах пăлхантăм пулин те экзаменсем вăхăтĕнче хама алла тытса, мĕн пĕлнипе туллин усă курса мĕнпур ыйтăва тĕрĕс хуравлама тăрăшрăм. Çапла экзаменсен тапхăрĕ маншăн ăнăçлă вĕçленчĕ.
— Малашлăх тĕллевĕсене палăртрăн-и?
— Тăван шкулпа сывпуллашма васкамастăп. Çемьере канашланă хыççăн вĕренĕве кунтах малалла тăсма шутларăм.
— Çитес çул патшалăхăн тĕп экзаменĕсене тытма хатĕрленекенсене мĕнле сĕнÿ пама пултаратăн?
— Малтанах лайăх вĕренсен, уроксенче вĕрентекенсене итлесен, унсăр пуçне мĕн вĕреннине хамăр тĕллĕн çирĕплетсе пырсан йывăрлăхсем сиксе тухас çук. Паллах, экзаменсене яваплăн хатĕрленмелле, çав вăхăтрах кану пирки те манмалла мар. Хамăра хамăр шансан, кăмăл-туйăм лăпкă пулсан пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулĕ.
И.ДАНИЛОВА калаçнă.