INВăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев, Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн Вăрмар районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ Н.Шанина, агрономĕ И.Васильева ĕçлĕ визитпа Тикаш ял тăрăхĕнчи «Передовик» АПК» тулли мар яваплă обществăра тата «Иванов Н.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче пулнă.

«Иванов Н.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе, тĕрлĕ ÿсентăран çитĕнтерессипе ĕçлет, тĕш-тырă тата пăрçа йышши культурăсене 530 гектар çинче туса илет. Çак шутра 73,5 гектарне çурхи тулăн элита вăрлăхĕ, 72,8 гектарне урпа йышăнаççĕ. Нумай çул ÿсекен курăксем 30 гектар, техникăллă культурăсем 20 гектар йышăнаççĕ. Ĕçлĕ ушкăн çурхи, кĕрхи культурăсем мĕнле çитĕннине тĕрĕсленĕ.

Кун хыççăн ĕçлĕ ушкăн «Передовик» АПК» тулли мар яваплă общество ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Ку хуçалăхра 560 гектар çĕр çинче тĕш-тырă тата çĕрулми çитĕнтерессипе тăрăшаççĕ. 5 гектар çинче кĕр­хи тулă сыхланса юлнă, 520 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, çак шутра 70,4 гектарне урпан элита вăрлăхне акнă, 23 гектарне çĕрулми йышăнать.

Раççей ял хуçалăх центрĕн специалисчĕсем хуçалăхсенчи кĕр­хи тата çурхи культурăсене тĕрĕс­ленĕ май тухăç аван пулмаллине пĕлтернĕ. Ĕçлĕ ушкăн хуçалăх ертÿçисене ĕçе кал-кал туса пыма ăнăçу, тухăçа вăхăтра тата тăкаксăр, пахалăхлă кĕтсе илме суннă.

В.АЛЕКСАНДРОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика