Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан виçĕ тухтăр Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерстви йĕркеленипе иртекен Пĕтĕм Раççейри конкурс çĕнтерÿçисем пулса тăнă. Çĕршыври 60 регионтан пухăннă 500 ытла специалист професси ăмăртăвне хутшăннă.
Конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕсен йышне пирĕн ентеш, Урнар ялĕнче çуралса ÿснĕ, Шупашкарти Хулари стоматологи поликлиникинче вăй хуракан Нина Карловна Алексеева та кĕнĕ. Вăл стоматологи терапийĕн заведующийĕ, Пародонтологи центрне ертсе пырать. Çавăн пекех вăл чи лайăх тухтăр-наставник те.
Тухтăр шучĕпе ку çитĕнÿре коллективăн тÿпи пысăк. Çавăн пекех ĕçченлĕх, ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама пултарни, медицина литературипе паллашсах тăни, РФ Президенчĕ В.Путин пуçарăвĕпе Чăваш Енре пурнăçланакан «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн вăя кĕрекен çĕнĕ технологисемпе усă курни ăна профессире пысăк кăтартусем тума май параççĕ. «Ачаранах манăн çынсене илемлĕ кулă парнелес, çавна май вĕсене телейлĕрех пултарас килетчĕ», - каласа парать Раççейри чи лайăх стоматолог Н.Алексеева.
Тухтăрăн професси шайне чи объективлă хак параканни ку вăл пациентсем мĕн калани, шухăшлани. «Нина Карловнăра професси ăсталăхне, ырă кăмăллăхне, çынсене туйма пĕлнине хаклатăп, çакăншăн яланах ăна суйлатăп, шăл кабинетĕчен кăмăлпа тухатăп», - ăшшăн каласа парать тухтăрăн пациенчĕ, Урнар ялĕнче çуралса ÿснĕ Галина Русскова.
Нина Карловна Алексеева медицинăра 1996 çултанпа. Çичĕ çул ĕнтĕ вăл стоматологи терапийĕн уйрăмне, унăн коллективне кал-кал ертсе пырать. Коллективра пысăк стажлă специалистсем те, çамрăк тухтăрсем те пур.
2017 çулта Н.Алексеева «Профессире чи лайăххи» республика конкурсĕнче «Чи лайăх тухтăр-наставник» номинацире çĕнтернĕ.
«Раççейри чи лайăх тухтăр» конкурс виçĕ тапхăрпа иртнĕ. Пĕрремĕш тапхăрта çĕнтерÿçĕне медицина организацийĕнче ĕç коллективĕн пухăвĕнче суйласа йышăнаççĕ. Иккĕмĕш тапхăрта чи лайăххисене республикипе суйланă. Юлашкинчен вара федераци шайĕнче.
Нина Карловна, Урнар ялĕнче çуралса ÿснĕскер, хăйĕн çемйипе амăшĕпе ашшĕ патне — Ульяна Михайловнăпа Карл Захарович Купринсем патне тăтăшах килсе çÿрет. Купринсен йăхĕ мĕн ĕлĕкренпех хисеплĕ çынсен шутĕнче. Пĕлтĕр акă Карл Захаровичпа Ульяна Михайловна пĕрлешсе çемье çавăрнăранпа 60 çул çитнине — бриллиант туйне – паллă турĕç.
Нина Карловна çемьере чи кĕçĕнни. Унăн аслă пиччĕшĕ Петр Куприн полковник званине илме тивĕçлĕ пулнă, халĕ ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕн заместителĕнче вăй хурать. Тепĕр пиччĕшĕ Çурçĕрте газопровод хывнă çĕрте инженер пулса ĕçлет. Люба аппăшĕ Шупашкарта — экономист.
Э.МИХАЙЛОВА.